Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Транспорта вăхăтлăха çỹреттермеççĕ

Çурхи шыв сарăлнă тапхăрта çул-йĕре сыхлас тĕллевпе транспорт çỹрессине чакарасси пирки район пуçлăхĕ Н.Глухов йышăну кăларнă. Ку тапхăр мартăн 26-мĕшĕнче пуçланнă, майăн 10-мĕшĕнче вĕçленет. Çак вăхăтра 7 тонна тата ытларах йывăрăшлă транспорт çỹрессине сахаллатаççĕ. Çавна май тивĕçлĕ вырăнсене ятарлă паллăсем лартаççĕ, вĕсем йывăрăшсăр пуçне хăвăртлăха та чикĕлеççĕ.

Çỹлерех асăннă мерăсем "Специальная _ жидкий азот", "Аварийная служба", "Техпомощь" тесе çырнă автомобильсене, çавăн пекех заводран илсе килекен, почта, ятарлă çыхăну, чрезвычайлă лару-тăрăва пĕтерме, çулсене тытса тăма хутшăнакан машинăсене пырса тивмеççĕ.

Район пуçлăхĕн йышăнăвĕнче кун пек мерăсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те йышăнма сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2007
00:00
Поделиться