Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суйлавçăсен шанăçне тỹрре кăлармалла

 

Патăрьел _ район центрĕ çеç мар, вăл район тĕкĕрĕ те. Çавăнпа та кунта нихăш ялтинчен те пысăкрах культура, ытларах тирпей-илем пулмалла. Район пуçлăхĕ юлашкинчен ирттернĕ анлă планеркăра Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ В.Николаев паян пурне те пăшăрхантаракан ыйтăва _ урамсене тирпей-илем кĕртессине _ пĕрлехи вăйпа çеç татса пама пулнине каларĕ. Çак тĕллевпе асăрхаса, сăнаса тăмалли пысăк ялта сахал мар. Район центрĕнче паян 31 урам шутланать, 2083 хуçалăх, 5983 çын пурăнать. Ертсе пыракан вăй та сахал мар темелле. Предприятисемпе организацисем çеç çĕр ытла. Вĕсем кашниех хăйсен таврашне тирпейлĕ тытса тăма мехел çитерни те мĕн пысăкăш усă темелле. Унсăр пуçне 15 ял тăрăх депутачĕ шутланать. Икĕ урама пĕр "халăх тарçи" тивĕçет темелле. Гагарин урамĕпе тăкăрлăкĕ, Мичурин урамĕсенче пурăнакансем халăх пурнăçне тỹрремĕнех хутшăнса пулăшса пыма Г.Д.Ялукова шаннă. Çакнашкал яваплă обществăлла тивĕçе Геннадий Дмитриевич пĕрремĕш хут пурнăçламасть. Хĕрĕх çула яхăн тĕрлĕ должноçра тăрăшса дупатат та пулнă, ытти обществăлла ĕçе те хутшăннă. Ĕç кĕнеки çинче шутласа кăларма çук пичет йĕрĕ мар унăн. Чăн малтан коллектива техника юсакан предприятинче хăнăхнă. Пуçласа инженерта, ун хыççăн управляющи çумĕнче тимленĕ. Çирĕм çул куç хупса илнĕ евĕр иртсе кайнă. Ун хыççăн вун ултă çул апат çимĕç комбиначĕн директорĕнче тăрăшнă. Халĕ акă, "Çăкăр" краеведени музейĕн ертỹçи.

_ Чылай чухне мана канашлусенче е пухусенче хам шухăшăма тỹрремĕн тăрса каланине те килĕштермеççĕ пулĕ. Çынна начар е усал тăваспа нихăçан та сăмах пуçарман. Яланах йĕрке çеç çынна тирпейленме пулăшать, культурăлăха ỹстерет тесе шутланă. Çак сăлтавпах ĕнтĕ хамăр урамри çынсем ыйтнипе депутат пулма сассăма патăм, _ калаçăва пуçларĕ Г.Ялуков депутат хăйĕн обществăлла тивĕçĕ пирки сăмах пуçарсан. Геннадий Дмитриевичăн яваплăхĕ çинче ытларах патшалăх çуртĕнче пурăнакансен шăпи. Каçарччăр мана тỹрĕ калаçушăн, анчах та коммуналкăрисен культурăлăхĕ, тирпейлĕхĕ уйрăм çуртпа пурăнакансенчен самай уйрăлса тăрать. Кунта тахăшĕ картишне варалать, тахăшĕ тирпейлет, нимĕн те паллă мар. Çỹп-çап ещĕкĕсене коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем вăхăтра илсе каймасан, туххăмрах сăрт-ту ỹссе каять. Çакна депутат йĕрлесе тăмах шантарать. Тирпей-илемĕ хамăршăн-çке.

Иртнĕ çул Гагарин урамĕнчи пĕр çурт тăррине çĕнетрĕç, шиферпа улăштарчĕç. Ытти çуртсен те çивититтисене улăштармалли черет çитнĕ. Çурт умĕнчи картасем те ватăлнă, хăшĕсем таялсах кайнă. Ясли-сад еннелле кĕрекен çул та ванса, путăк-шăтăкланнă... Сывлăшран янă ăшă çулĕсем те урам сĕмне пăсса тăраççĕ. Депутат çакнашкал ыйтусене татса пама пулăшассине хăй çине илнĕ. Чи кăтартуллă урам тума вара ыттисен те кар тăмалла. Пĕр çын сурнипе çеç кỹлĕ пулаймĕ. Кашни урама хитре сăн çапсан, Патăрьел те тата чечекленĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2007
00:00
Поделиться