Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кулленхи ыйтусемпе

 Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ планеркинче район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов район пурнăçĕнчи кулленхи çивĕч ыйтусене хускатнă. Чăн малтанах çурхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас, ака-суха ĕçне пикенсех хатĕрленес, юр ирĕлсе пынă май ял, урам тирпей-илемĕ, хăтлăхĕ пирки ĕçлес, социаллă сфера учрежденийĕсенче, уйрăмах ваттисен çурчĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнас тата ытти ыйтусене те çивĕчлетнĕ.

Медицина службин статистики тăрăх районта грипп тата ОРВИ чирĕсем сарăласси чакса пырать. Сывлăха сыхлас сферăри приоритетлă наци проектне пурнăçласа халăха вакцинаци тата диспансеризаци малалла тăваççĕ. Районта тĕп больницăн хушма çуртне хăпартассине, физкультурăпа спорт комплексне реконструкцилессине вăйлатсах пыраççĕ.

Планеркăра ытти ыйтусемпе пĕрлех районти демографи лару-тăрăвне те тишкернĕ. Ку тĕлĕшпе иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, лару-тăру чылай лайăхланнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2007
00:00
Поделиться