Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçлев сыхлавĕшĕн

 Патăрьел районĕнче ĕç условийĕсене лайăхлатас, ĕçлеве тата сывлăха сыхлас пирки 2005-2007 çулсем валли йышăннă программăна пурнăçлас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов Пĕтĕм Тĕнчери ĕçлев сыхлавĕн кунне халалласа уйăхлăх ирттересси çинчен йышăну тунă. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланать те апрелĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Уйăхлăха ирттерсе яма комисси туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн çумĕ АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков ертсе пырать. Йышăнупа тĕрлĕ харпăрлăхри предприятисемпе учрежденисен тата организацисен ертỹçисене çавăн пек ĕçлĕ ушкăнсем йĕркелеме сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2007
00:00
Поделиться