Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çирĕп сывлăхшăн

 

Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта çитĕнекен ăру пур енĕпе те аталанса ỹстĕр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ. Кунта тĕрлĕ предмет кружокĕсене, спорт секцийĕсене уçнă. Вĕсене çỹрекенсем ăмăртусем ирттереççĕ. Пневматикăллă винтовкăран тĕл перессипе тупăшрĕç. Чи çивĕч куçлисем вара çаксем пулчĕç: 5-9-мĕш классенче вĕренекенсенчен А.Ядуркина, В.Шайманов _ пĕрремĕш, А.Терентьева, А.Кудряшов, _ иккĕмĕш, А.Каштанова, А.Матвеев _ виççĕмĕш вырăнсенче. Аслă классенчи яшсемпе хĕрсен хушшинче А.Пагуновпа В.Николаев пĕр пек очко пухса 1-2-мĕш вырăнсене пайларĕç. Виççĕмĕш вырăнта П.Чебуков. Хĕр ачасенчен чи пултарулли Т.Гаврилова пулчĕ. А.Афанасьева _ иккĕмĕш, М.Григорьева _ виççĕмĕш вырăнсенче. Тĕрлĕ виçере тĕрлĕ йывăрăшлă кире пуканĕсене йăтассипе тупăшрĕç. Хĕр ачасенчен 10 кг йывăрăшлă кире пуканне чи нумай сулласа йăтаканни А.Исаева пулчĕ. Тепĕр виçере А.Сухарева çĕнтерчĕ. 50 кг виçеллĕ хĕр ачасенчен Е.Федоровăпа А.Григорьевăна çитекенни пулмарĕ. Тепĕр виçере чемпионка ятне А.Каштанова çĕнсе илчĕ. Арçын ачасенчен чи çăмăл виçере П.Адикин, А.Петров, А.Егоров пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Д.Никандров тепĕр виçере çĕнтерчĕ. 55 кг виçеллĕ яшсенчен В.Макаров пĕрремĕш, А.Лаврентьев иккĕмĕш вырăнсенче. Йывăртарах виçеллисенчен О.Терентьев, А.Соколов, Н.Кириллов призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. 65 кг виçеллĕ спортсменсенчен Е.Калькина çитекенни пулмарĕ. Юлашки йывăр виçере малтан кĕтнĕ пекех, районти, республикăри ăмăртусенче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ Б.Головцов çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Юлашки кун вĕренекенсем полиатлон енĕпе вăй виçрĕç. Кунта тĕл перессипе, турник çинче туртăнассипе, йĕлтĕрпе чупассипе пултаруллă пулмалла. Хĕр ачасен вара турник вырăнне отжимани тумалла. Çак енĕсемпе тупăшнă хыççăн ятарлă таблицăпа усă курса çĕнтерỹçĕ ятне палăртаççĕ. Чи пултаруллисем вара А.Афанасьева, Т.Гаврилова, М.Григорьева пулчĕç. Яшсен хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне А.Лаврентьев тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта Н.Плотников, виççĕмĕшĕнче Е.Калькин.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 марта 2007
00:00
Поделиться