Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрлăх хатĕрлеççĕ, удобрени туянаççĕ

Çут куççульлĕ çуркунне çитрĕ. Çур аки те кунсерен çывхарсах пырать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем пикенсех ака-суха ĕçĕсене хатĕрленеççĕ. Вăрлăх сортлаççĕ, çĕнĕ йышши паха сортсем туянаççĕ, минераллă удобренисем илсе килеççĕ. Района мартăн 20-мĕшĕ тĕлне 1000 тонна удобрени илсе килнĕ. Ку ĕç "Знамя", "Малалла", "Хастар", Ленин ячĕллĕ, "Красное знамя", "Батыревский", "Труд" хуçалăхсенче кал-кал пырать.

Хуçалăхсенчен ытларахăшĕ "Продовольственный фонд ЧР" патшалăх унитарлă предприятипе ĕçлет. Хуçалăхсенче сутлăх 940 тонна пысăк репродукциллĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ пур. "Малалларан" урпа, çурхи тулă, сĕлĕ, пăрçа, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчен пăрçа, çурхи тулă туянма пулать. Элита сортсем "Батыревский", "Труд", "Звезда", "Красное знамя" хуçалăхсенче, "Батыревский" улма-çырла питомникĕнче те пур.

Район республика наука учрежденийĕсенчен 61 тонна сортлă вăрлăх илсе килнĕ. Ку ĕç малалла пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 марта 2007
00:00
Поделиться