Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшсассăн ĕç ăнать

Район çул-йĕрĕ, аталанăвĕ, çитĕнĕвĕ, йывăрлăхĕ кашнинех шухăшлаттарать, хумхантарать. Пирĕн пурнăç шайĕ ỹссе е чакса пырасси тỹрремĕнех унпа çыхăннă-çке. Юлашки вăхăтра тăвакан утăмсем чăннипех те савăнтараççĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăхĕнче ĕç калăпăшĕ ỹснĕ. Приоритетлă наци проекчĕсем хута кайни ял хуçалăхне çĕнĕ сывлăш илсе кĕчĕ.

Иртнĕ çулта районти ял хуçалăх организацийĕсем, хресчен фермер хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем, халăх туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсен калăпăшĕ 1282,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăх продукчĕ туса илес индекс 2005 çулхипе танлаштарсан 105,7 процент, Чăваш Республикипе илес пулсан _ 103,2.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса илес ĕçе лайăхлатма "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçласа пыни уйрăмах пулăшнă. 2006 çулта мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче çитĕнтернĕ тĕш тырă калăпăшĕ 39,1 пин тоннăпа танлашнă. Çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче _ 36,9 пин тонна. 2005 çулта кашни гектартан 22,3 центнер тĕш-тырă пуçтарса кĕртнĕ пулсан, пĕлтĕр 24,2 центнер. Мĕн пурĕ 115,8 пин тонна çĕр улми çитĕнтернĕ, 126 процент, республикăра 102,3 процент. Çак виçе Чăваш Республикинче туса илнĕ мĕн пур çĕр улмин 14,6 проценчĕпе танлашать. Ял хуçалăх организацийĕсенче ăна 29,48 тонна пухса кĕртнĕ. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх организацийĕсенче çитĕнтернин 17,5 проценчĕпе танлашать. Пĕр гектар пуçне пĕлтĕрхинчен 47 центнер ытларах туса илнĕ, тухăç 237 центнерпа танлашнă. Туса илнĕ мĕн пур çĕр улмин 25,5 проценчĕ, пахча çимĕçĕн 12 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕсен тỹпи.

Кăçал 22,6 пин тонна пахча çимĕç е 2005 çулхипе шайлаштарсан 92,6 процент пуçтарса кĕртнĕ. Çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче _ 2,71 пин тонна е 84,7 процент.

Мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 2006 çулта 5914 тонна е пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 103, 9 процент, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче 1186 тонна е 109,1 процент аш-какай туса илнĕ. 30949 тонна сĕт сунă е пĕлтĕрхи шайпа илсен 103,3 процент. Ял хуçалăх организацийĕсенче 5897 тонна е 112 процент.

Суса илнĕ мĕн пур сĕтĕн 19 проценчĕ, аш-какайăн 20 проценчĕ ял хуçалăх организацийĕн тỹпи.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесен йышĕ чаксах кайман, пĕлтĕр кашни ĕнерен 2005 çулхинчен 26 процент е 783 килограмм ытларах сĕт сунă. Ку хисеп вăтамран 3748 килогрампа танлашнă.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 14896 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 13 процент ытларах. Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх шучĕ 3,4 процент чакнă (Чăваш Республикипе 7,1 процент) 4568 пуç.

Сысна йышĕ мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 49,6 процент ỹснĕ, 17213 пуç, ял хуçалăх организацийĕсенче 22,8 процент, 8879 пуç.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче селекци çĕнĕлĕхĕсене ĕçе кĕртмесĕр, кĕтĕве çĕнетмесĕр çитĕнỹсем тума çук. Çак тĕллевпе пĕлтĕр 116 пуç ăратлă ĕне-выльăх, 151 сысна туяннă.

 "АПК аталанăвĕ" приоритетлă наци проекчĕпе хушма хуçалăха аталантарма 1075 çынна 176.715 миллион тенкĕ укçа панă. Кредитăн вăтам виçи 164.386 тенкĕпе танлашнă.

Хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илекенсем кăçал та йышлă, тивĕçлĕ документсем хатĕрлес ĕç малалла пырать.

Пĕлтĕр ялти пĕчĕк формăллă хуçалăха аталантарма 170 миллион тенкĕ уйăрнă, республикăри пур районтан та нумайрах, кăçал çак кăтартăва 214.5 миллионпа танлаштармалла. Çынсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курса килти хуçалăха аталантарма, выльăх-чĕрлĕх йышлă ĕрчетме тытăннă. Çавна май потребитель кооперативĕсене ытларах йĕркелемелле, хальлĕхе виççĕ çеç.

Кăçал район бюджечĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 60 миллион тенке яхăн ỹсĕ. Район пуласлăхĕ курăмлă. Инвестици хывнине шута илсен кăçал района 400 миллион тенкĕ килмелле. Бюджет укçи-тенкипе культура керменĕсене, шкулсене, вулавăшсене çĕнетсе газ кĕртмелле, чылай яла асфальтлă çул сармалла, шыв пăрăхĕсене лайăхлатма çĕннисене хывмалла. "Таса шыв" программăпа ĕçлемелле.

 Кăçал район бюджечĕсĕр пуçне кашни ял тăрăхĕн бюджетне çирĕплетнĕ. Ку вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем хывма, электричество комплексне, шкул, культура, сывлăх учрежденийĕсем валли кирлĕ.

 Пирĕн район ялти çамрăк çемьесемпе специалистсем валли çурт-йĕр лартассипе те республикăра лайăххисен шутĕнче.

Ялта пурăнакансене паян рынокпа унăн çирĕп саккунĕсем хăратмаççĕ. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр, хастарлăха чакармасăр малаллах талпăнаççĕ вĕсем. Умри тĕллевсем патне çирĕп утăмсемпе утăмлаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 марта 2007
00:00
Поделиться