Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кайăк-кĕшĕке_ вакцинаци

Çуркунне çитнĕ май каллех кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки шăв-шав çĕкленчĕ. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби пĕл-тернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра кайăк-кĕшĕк грипĕ тĕлĕ-шĕнчен лару-тăру аванрах. Çапах çакă асăрханмасăр тăмаллине пĕлтермест. Çак чиртен асăрханмалли мероприятисем пирки район пуçлăхĕ ятарлă постановлени йышăннă. Март уйăхĕнче районти патшалăх ветеринари служби ĕçченĕсем обществăлла секторти кайăк-кĕшĕке вакцинаци тунă. 4000 доза вакцина илнĕ. Патăрьелĕнчи чăх-чĕп кăларакан инкубатор станцинчи 3249 хура вакцинаци, "Звезда" ял хуçалăх предприятинчи чăхсене прививка тунă. Инкубаторти тата "Звезда" хуçалăхри чăхсен юн сывороткин пробине Чăваш Республикин ветлабораторине мониторинглă тĕпчеве ярса панă.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, чăх-чĕп ĕрчетекен предприяти ертỹçисене кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки асăрхаттарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 марта 2007
00:00
Поделиться