Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чечня паттăрне асăнса

 

Хирти Пикшикри спорт шкулĕнче Чечня вăрçин паттăрне, ку ялта çуралса ỹснĕ спорт мастерĕн кандидатне, "Мужество" орденпа "Суворов" медале тивĕçнĕ Фирдус Абдуллович Камалетдинова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен вуннăмĕш турнирĕ иртрĕ. Районти шкулсенчен 150-а яхăн атлет кавирсем çине тухрĕ. Виçе категорийĕсем тăрăх вĕсене 15 ушкăна пайларĕç. Чи çамрăккисенчен, 26 килограмран пуçласа, аслăрах классенчисем 76 килограмран та ытларах виçеллисем пулчĕç.

Турнир Чечен вăрçин паттăрне асăнса пĕр минут шăплăхпа пуçланчĕ. Унтан район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов тата ытти чĕннĕ хăнасем сăмах каларĕç, спорта юратакансене саламларĕç, çитĕнỹсем тума сунчĕç.

Турнира Фирдус ашшĕ _ РСФСР спорт мастерĕ, тутарла-пушкăртла кĕрешес енĕпе темиçе хутчен район тата республика чемпионĕ, СССР, РСФСР ăмăртăвĕсен призерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Абдулла Минзарифович Камалетдинов йĕркелесе тата ертсе пычĕ.

Кавир çинче чи малтан 28 килограмм виçеллисем пулчĕç. А.Васильев (Ишлĕ), И.Кисеевпа Д.Хамдеев (иккĕшĕ те Хирти Пикшикрен) хăйсене "çăвăр автансенчен" пĕрре те кая мар тыткаларĕç, тĕрлĕ мелпе усă курса ытларах очко пухса 1, 2, 3-мĕш вырăнсене (йĕркипе шутласа) йышăнчĕç. Унтан 30 килограмлисем тухрĕç. Ку хутĕнче И.Тараков (Шăнкăртам), В.Пыркин (Кивĕ Ахпỹрт), М.Хасянов (Х.Пикшик) çĕнтерчĕç. 32 килограмлисенчен Р.Садаров (Шăнкăртам) 1-мĕш, Д.Газеевпа М.Санзянов (Х.Пикшиксем) 2-мĕшпе 3-мĕш пулчĕç. 35 килограмлисем хушшинче А.Сеприханов (Кивĕ Ахпỹрт), Р.Бурнашев (Х.Пикшик), И.Тараков (Шăнкăртам) ыттисенчен вăйлăрах пулнипе палăрчĕç. Малалла кавирсем çине 38, 41, 44, 47, 50, 54, 58, 63, 69, 76 килограмран та ытларах таякансем тухрĕç. Хăйсен виçе категорийĕсемпе И.Чабатовпа Э.Шамсутдинов (Шăнкăртамран) 1-мĕшпе 2-мĕш, М.Яфизов (Х.Пикшик) 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Вĕсем хыççăн А.Алеев (Патăрьел), А.Краснов (Х.Пикшик), М.Райков (Ишлĕ) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Ытти тытăçусенче (44 кг) А.Адикин (Н.Шăхаль), С.Гусаров (Сăкăт), И.Махмутов (Х.Пикшик) призлă вырăнсене çĕнсе илчĕç. А.Семенов (Патăрьел), И.Шамсутдинов (Шăнкăртам), И.Куприянов (Çĕньял) (47 кг) 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Ф.Газеев (Х.Пикшик) _ 1-мĕш, В.Макаровпа (Н.Шăхаль) И.Сабитов (Тутар Сăкăт) 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене (50 кг) тивĕçрĕç.

54 килограмлисем хушшинчи кĕрешỹ уйрăмах çивĕч пулчĕ. Кавир çине вĕсем вун тăваттăн тухма кăмăл турĕç. Çĕнтерме вара чи вăйлисем çеç пултарчĕç. В.Нянинпа С.Григорьев (Х.Пикшикрен) малтисем пулчĕç. А.Лаврентьевăн 3-мĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Малалла Ф.Садыков (Х.Пикшик), А.Кучатов (Патăрьел), А.Куприянов (Çĕньял) (58 кг) ыттисенчен вăр-вартарах пулнипе палăрчĕç. Патăрьелĕнчи спортшкултан килнĕ М.Шакуровпа Р.Каштанов (63 кг) 1-мĕшпе 3-мĕш, Х.Пикшикри Е.Павлов _ 2-мĕш вырăнта пулчĕç. Р.Абейдуллов (Патăрьел), Р.Яфизов (Х.Пикшик), В.Медведев (Сăкăт) (69 кг) пьедестал çине тухма пултарчĕç.

Чи хĕрỹ тытăçсем 76 килограмм тата унтан та ытларах виçеллисем хушшинче пычĕç. Çĕнтерỹ çăмăлпа килмерĕ. 1-мĕшпе 2-мĕш вырăнсене Хирти Пикшикри спортшкул воспитанникĕсем Н.Лаврентьевпа А.Филиппов çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕшĕнче _ Ф.Егоров (Сăкăт). 76 килограмран ытларах виçе категорийĕнче М.Налиба (Шăнкăртам), М.Суханов (Патăрьел) тата М.Абульханов (Тутар Сăкăт) чи вăйлисем пулчĕç.

Çĕнтерỹçĕсене пурне те медальсемпе, хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Çакна палăртса хăварасшăн.

Кавир çинче эпир ытларах Хирти Пикшик, Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Сăкăт, Нăрваш Шăхаль атлечĕсене курма хăнăхнă. Хирти Пикшикре ирттернĕ турнира та вĕсем хастар хутшăнчĕç. Хирти Пикшик спорт шкулĕ (тренерĕ А.Камалетдинов) 17 малти вырăнсене, Шăнкăртам (И.Алеев) _ 7, Патăрьел (И.Алеев) _ 7, Сăкăтпа (В.Анюров), Н.Шăхаль (Н.Трифонов) _ 3-шер, Çĕньял (Ю.Самарин), Ишлĕ (М.Земдиханов), Тутар Сăкăт (Т.Абянов), Кивĕ Ахпỹрт (В.Сеприханов) 2-шер медале тивĕçрĕç. Ку хутĕнче Кивĕ Ахпỹртсене, Çĕньялсене, Ишлĕсене, Сăкăтсене палăртса хăварма кăмăллă. Акă, Кивĕ Ахпỹртсенех илĕр. Иккĕн тухрĕç вĕсем кавир çине. Виçе категорийĕпе В.Пыркин (30 кг) иккĕмĕш пулсан, А.Сеприханов (35 кг) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Е тата Çĕньялти пĕр тăван Иванпа (47 кг) Алексей (58 кг) Куприяновсем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Ишлĕсен те çитĕнĕвĕсем начар мар. А.Васильев (28 кг) пĕрремĕш, М.Райков (41 кг) виççĕмĕш пулчĕç.

Паянхи пĕрремĕш утăмсем, малашне тата пысăкрах ăнăçусем кỹрессе шанас килет. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 марта 2007
00:00
Поделиться