Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Сăваплă ен" кĕнекин презентацийĕ

 Галка Ваçлейĕ виçĕ кĕнеке авторĕ. Ĕнер пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Треньелĕнчи тĕслĕх библиотекинче унăн "Сăваплă ен" кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Çак мероприяти Патăрьелĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем пуçарнипе иртрĕ. Унта районти сăвă çыракансен "Мехел" клуб членĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем, шкул ачисем, поэтăн çывăх юлташĕсем, тăван-пĕлĕшĕсем, кỹршĕ-аршисем тата сăвă вулама юратакансем хутшăнчĕç. Уява тĕп библиотекăн директор çумĕ Нина Мазякова уçрĕ тата вăлах ертсе пычĕ. Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Рубцов Треньел ялĕпе малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. Администрацин вĕренỹ пайĕн методисчĕ Валентина Алексеева "Мехел" клубăн ĕçĕ-хĕлĕ тата районти паллă поэтсемпе паллаштарнипе уява пуçласа, Галка Ваçлейĕ пулас ăрушăн пархатарлă ĕçсем туни çинчен палăртрĕ.

Виталий Киданов сăвăçăн хăш-пĕр сăввисене вуласа вĕсен тĕшшипе паллаштарчĕ. Ружена Родионова поэтăн "Яла таврăнсан" поэмине тишкерсе хак пачĕ. Кĕнекен авторĕ хальхи вăхăтра кĕнеке пичетлеме çăмăлах марри тата малашнехи ĕмĕчĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Шкул ачисем поэтăн сăввисемпе хатĕрленĕ литмонтаж лартса пачĕç. Садика çỹрекен кĕçĕн группăри ачасем "Чăх чĕппи" ташăпа савăнтарчĕç. Юлашкинчен мероприятине хутшăнакансем кĕнекене пысăк хак парса авторпа асăнмалăх сăн ỹкерĕнчĕç.



22 марта 2007
00:00
Поделиться