Иван Христофоров- Патăрьелĕнче хăнара
Чăваш халăх артистне Иван Христофорăва пирĕн республикăра пĕлмен çын сайра пулмалла. Мĕншĕн тесен вăл шăрантаракан юрăсене чăваш радиопа телевиденире час-часах илтме пулать. Çулĕпе çамрăках мар пулин те юрăç халĕ те районсене, ялсене тăтăшах тухса çỹресе савăнтарать. Вăл юрланине халăх яланах ăшшăн та кăмăллăн йышăнать. Иван Ивановичăн лирикăллă тенор сасси чунра чи çепеç туйăмсем çуратать.
Ĕнер вара çак юрăç Патăрьел районĕнчи тĕп библиотекăра хăйĕн сассипе савăнтарчĕ.
Малтанах артистăн пултаруллăхĕпе творчество ĕçĕсем çинчен, хамăр ентеш, тележурналист Марина Карягина паллаштарчĕ. Кун хыççăн Иван Иванович вулакансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, хăйĕн репертуарĕнчи юрăсемпе чуна тивмелле пĕчĕк концерт лартса пачĕ. Мероприятине хутшăнакансемпе пĕрле сăнỹкерчĕк те ỹкрĕ.