Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сертификатлисен йышĕ ỹсет

 Кăçалтан пуçласа иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн амăшĕн (çемье) капиталне тивĕçесси çинчен кашниех пĕлет. Пуш уйăхĕн сертификат пама пуçларĕç. çакнашкал документа чи малтанах Шупашкарти ашшĕ-амăшĕсем тивĕçрĕç. Акă, нумаях пулмасть Шăмăршă районĕнче те 250 пин тенкĕ илмеллине çирĕплетекен документа район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Яковлевсене тата Тенишевсене панă. Патăрьел районĕнче вара Галкинсем, Алексеевсем, Хафизовсем те сертификатлă пулнă.

Сертификат парасси малаллах пырать. Çитес вăхăтрах Комсомольски районĕнчи пилĕк çемье сертификата тивĕçрĕç.



"Хыпар"
20 марта 2007
00:00
Поделиться