Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суту-илỹ, тỹлевлĕ çăмăллăхсем

 Пĕлтĕр ваккăн суту-илỹн пĕтĕмĕшле тавар çаврăнăшĕн калăпăшĕ мĕн пур енлĕ суту-илỹре 525.2 миллион тенкĕпе танлашнă. Танлаштаруллă хак 2005 çулхинчен 18,4 процент ỹснĕ. Çав шутра пысăк тата вăтам предприятисенче 213.561 миллион тенкĕ, 9,8 процент пысăкланнă.

Пысăк тата пĕчĕк организацисен ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн пур енлĕ суту-илỹри танлаштаруллă виçи 40,7 процент пулнă. 2006 çулта халăха 118.1 миллион тенкĕлĕх тỹлевлĕ пулăшу панă. Мĕн пур енлĕ суту-илỹри 2005 çулхипе танлаштарсан танлаштаруллă хак 8,5 процент ỹснĕ.

2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 121 пĕчĕк предприяти шута илнĕ, вĕсенче ĕçлекен çын хисепĕ - 2771. Çав шутра 1154 уйрăм предприниматель.

2006 çулта пĕчĕк предприятисем 105.5 миллион тенкĕлĕх тавар туса кăларнă, 2005 çулхинчен 15.2 миллион тенкĕ нумайрах. Пĕчĕк предприятисенчен вырăнти бюджета пырса кĕнĕ укçа-тенкĕ хисепĕ 29,5 процентпа танлашнă. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 марта 2007
00:00
Поделиться