Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мĕн акатăн, çав шăтать

 Кунран кун çывхарать çур аки. Районти хуçалăхсем ăна кĕтсе илме мĕнле хатĕрленеççĕ-ха? Кăçал мартăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 93 проценчĕ кондицие ларнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра кондициллĕ вăрлăх 78 процент пулнă. "Исток", "Батыревский" улма-çырла питомникĕ, "Родник", "Дуслык", "Батыревский", Ленин ячĕллĕ, "Тойси", "Первомайск", "Малалла", "Труд" хуçалăхсенче вăрлăх 100 проценчĕпех кондицие ларнă. Районти хуçалăхсем 87 тонна вăрлăха пĕр-пĕринпе ылмаштарнă.

"Булинская", "Ленинец", "Тат.Сугутский", "Жизнь" ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсен кондициллĕ вăрлăхĕ çук. Тĕпрен илсен çак хуçалăхсенчи вăрлăх ỹсен-тăран вăррисемпе çỹпĕленнĕ. Ултă хуçалăхра вăрлăх тасатакан звеносем ĕçлеççĕ.

Хуçалăх ертỹçисемпе специалистсене нумай çул ỹсекен курăк вăрлăхне акма юрăхлă кондицие çитерме хушнă.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми çурхи тулă, урпа, нимĕç пăрçи тата соя, "Звезда" урпа, çурхи тулă, нимĕç пăрçи, "Труд" кĕрхи тулă вăрлăхĕсене тата кỹрсе килнĕ.

Çуркунне çур аки çывхарнине систерсех тăрать. Хапха умне туй килессе кĕтес марччĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 марта 2007
00:00
Поделиться