Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиртен хỹтĕленни вырăнлăрах

 

Халăх сывлăхне сыхлас енĕпе йышăннă наци проекчĕ пирĕн районта та ĕçлет. Ку енĕпе сывлăх учрежденийĕсене çителĕклĕ таран васкавлă пулăшу пама май паракан автомобильсемпе тивĕçтернĕ, çĕнĕ флюорографи, УЗИ, лабораторинче усă курмалли аппаратсем илсе килнĕ.

Проектăн пысăк пайĕ - профилактикăллă ĕçсем туса ирттересси. Çак кунсенче пирĕн корреспондент районăн тĕп врачĕпе Н.Тинюковпа курса калаçнă, вăл сикекен чирсене хирĕç тăвакан наци проектне кĕртнĕ прививкăсен усси çинчен сăмах пуçарнă. Унпа килĕшỹллĕн гепатит В (сарă) тата хĕрлĕ шатра (краснуха) чирĕсенчен прививкăсем тумалла. Мĕншĕн уйрăммăнах вĕсенчен-ха? 

- Тĕпрен илсен, гепатит В чирĕ организмшăн питĕ сиенлĕ. Хăй хыççăн пĕвере тата пĕтĕм организма нумай вăхăт хушши асаплантарать, ĕмĕр тăршшĕпех те, чылай чухне рака куçма пултарать.

Хĕрлĕ шатрапа хĕрарăм çие юлнă вăхăтра чирлесен, ачасем çураличченех айăплă пулаççĕ, чылай чухне ача ỹкет е вăхăтсăр çут тĕнчене килет, çуралнисен 75 проценчĕн чĕре, юн чирĕсем пулаççĕ е куçĕсем курмаççĕ. 

- Çак чирсем районта тĕл пулаççĕ-и? 

- 2004 çулта хĕрлĕ шатрана 94 çынра палăртнă, 2005-2006-2007 çулсенче те тĕл пулкалать-ха. Гепатит В-па чирлекенсем районта 200 ытла шутланаççĕ, унсăр пуçне 150 яхăн çыннăнне чир ертекен вирусăн пайне (Нвs Aq) тупса палăртнă. 

- Хĕрлĕ шатра чирĕ сывлăш урлă ерет. Гепатит В вирусĕ сывă çынна мĕнле майпа лекет? 

- Пĕрремĕшĕнчен - амăшĕн вируссем пулсан, ачана хырăмрах, е ăна çуратнă чух чир ерет; иккĕмĕшĕнчен ар çыхăнăвĕсем урлă. Презервативсемпе усă курсан та хăш-пĕр чух вирус пĕр-пĕрне куçма пултарать; виççĕмĕшĕнчен чирлĕ çыннăн юнĕ сывă çынна лексен (шприцсемпе яракан наркотиксемпе, лайăх çуса тасатман, стерилизаци туман инструментсемпе, шăл тасатмалли щеткăсемпе, расческăсемпе, маникюрпа педикюрсем, татуировкăсем тунă чух тата ытти те). 

- Чирсенчен сыхланма пулать-и? 

- Чиртен сыхланни ăна сиплессинчен экономика енчен те, сывлăхшăн та усăллăрах. Вĕсенчен сипленмелли эмелсем е вуçех те çук, е питĕ хаклă. Акă, В гепатитпа чирлĕ çынна çулталăкра 2-3 хут сиплемелле 400000-600000 тенкĕлĕх эмел кирлĕ. Е тата хĕрлĕ шатрапа чирлĕ хĕрарăмсенчен çуралнă ачасем ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлаççĕ. Асăннă чирсенчен сыхланмалли тĕп мел - прививкăсем. Вĕсене хĕрлĕ шатраран 6-7 çул каялла тума тытăннă. Пĕлтĕр 5-7, 8-12, 14-17 çулхи 1858, прививкăсен календарĕ тăрăх 1069, пурĕ 2927 ачана прививка тунă. Кăçал вара календарь тăрăх 1 тата 6 çулхи 825, наци проекчĕпе 2153 ачана тата 18-тан 25 çулчченхи 900 хĕрарăма чиртен хỹтĕлемелле. Çакна каламалла: çие юлнисене ача çуратнă хыççăн прививка тумалла.

В - гепатитран районта 1989-1990 çулсенчех прививкăсем тума тытăннă. Анчах вакцина питĕ хаклă пулнă пирки вĕсене вирус пайĕ пур амăшĕсен ачисене тата хирургсемпе гинекологсене, стоматологсемпе процедура медсестрисене (вĕсене яланах чирлĕ çыннăн юнĕ лекес хăрушлăх пур) анчах тунă. 2000 çулта календарь тăрăх 12 уйăх çитеймен ачасене чиртен хỹтĕленĕ. Пĕлтĕр 1-17 çулхи 6865 ачана наци проекчĕ тăрăх 3-шер хут гепатит В вакцинипе прививка турăмăр. Калас пулать: медицина работникĕсемпе ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлерĕмĕр. Районĕпе те 14 ачан ашшĕ-амăшĕ кăна прививка тутарма хирĕç пулчĕç.

Çак наци проекчĕпе кăçал 18-19, 20-29, 30-35 çулхи çынсене (пурĕ 5100) 3-шер хут прививка тумалла. Пĕрремĕшне тунă хыççăн иккĕмĕшне 1 уйăхран, виççĕмĕшне тата 5 уйăхран. Вакцинăсене илсе килнĕ, списоксем туса хатĕрленĕ, медицина работникĕсемпе вĕренỹ ирттернĕ. Çак ĕçе халăх пысăк ăнланулăхпа хутшăнасса шанас килет.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 марта 2007
00:00
Поделиться