Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çамрăк ỹнерçĕсен конкурсĕ

 "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн пуçарăвĕпе февралĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 5-мĕшĕччен "Анне валли ỹкер" ятпа ачасен ỹнер ăсталăхне кăтартакан курав йĕркеленĕ. Унта шкул çулне çитмен учрежденисемпе кĕçĕн класри вĕренекен ачасем хутшăннă. Чи лайăх ỹкерчĕксене Шупашкарта иртекен финалти конкурса хутшăнма янă. Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне çĕнтерỹçĕсемпе конкурс лауреачĕсен ячĕсене палăртнă. Вĕсем хушшинче пирĕн районти çамрăк ỹнерçĕсем те пур. Пăлапуç Пашьелĕнчи Л.Мешкова, сăмахран, конкурс çĕнтерỹçи. Кĕçĕн Патăрьелĕнчи В.Никитин, Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕнчи А.Филиппова, Анат Туçари А.Платонов, Аслă Чементи К.Иванова - конкурс лауреачĕсем. Вĕсем пурте хавхалантару парнине тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 марта 2007
00:00
Поделиться