Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕкленеççĕ çĕнĕ çуртсем

 

Ялта çурт-йĕр пурри кирек камшăн та калама çук пысăк савăнăç, тулăх пурнăç. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса иртнĕ çул районти 70 çемье хăйĕн пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфраструктура пайĕ ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене çурт-йĕр çавăрма пулăшас тĕлĕшпе кăтартуллă ĕçлет. "АПК аталанвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, "Яла 2010 çулчченхи тапхăрта социаллă аталантарасси" программăна тĕпе хурса патшалăх пулăшăвĕпе усă курма кăмăл тăвакансен списокне малалла тăсать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çирĕплетнĕ хушупа пирĕн района пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма уйăрнă укçа-тенкĕ хисепĕ 1330,0 пин тенкĕпе танлашать. Çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 2580 пин тенкĕ уйăрнă.

2006 çулта çак тĕллевлĕ программăпа 69 çемье 9,2 миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Лимитпа 3,6 миллион пулнă. Çакă республикăри пĕтĕмĕшле калăпăшăн 15 проценчĕпе танлашать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 марта 2007
00:00
Поделиться