Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхшăн еçлеме куллен тăрăшмалла

ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” çырура хамăр Республикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пур енĕпе те тарăннăн тишкерсе хак панă. Мана, ял хуçалăхĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ çынна, уйрăмах ял хуçалăхĕн иртнĕ çулхи аталанăвĕ интереслентерчĕ. Президент республикăри ял хуçалăх çитĕнĕвĕсене Раççей Федераци шайĕнчи кăтартусемпе танлаштарни тата та вырăнлă, курăмлă, ăнланмалла.

Калас пулать, чăнах та, хальхи вăхăтра ял хуçалăхне патшалăх нумай çăмăллăхсем пама тăрăшать. Пĕтĕмĕшле илсен çамрăк çемьесене те, харпăр хăй хуçалăхне аталантарса пырса пурнăç шайне ÿстерес текенсене те тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Апла пулсан çыннăн çак пулăшăва кура хăйшĕн çеç мар, çыншăн та ĕçлемелле. Енчен те эпир пурте – пуçлăхсенчен тытăнсах – пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен, хушнине пурнăçласан пирĕн пурнăç шайĕ тата та лайăхрах пулмалла. Анчах та хăш-пĕр ертÿçĕ общество аталанăвĕ камран килнине, çынсем мĕнле условисенче ĕçленине шута илмесĕр, малашнехи плансене шанчăксăр курнипе палăраççĕ. Хăйсемшĕн çеç тăрăшаççĕ. Хамăр ĕçлемесен патшалăх çÿлтен антарса параймĕ, хамăрăн çынсемпе кирлĕ шайра ĕçлемелле. Çынсемпе ĕçлесси паян çеç мар, социализм вăхăтĕнче те чи çирĕп ыйтусенчен пĕри пулнă. Ăçта çын ĕçне вырăна хураççĕ, кирлĕ чух мухтаççĕ, парнесемпе чыслаççĕ, ĕç вырăнĕсене паянхи кун ыйтнă пек йĕркелеççĕ – çавăнта çитĕнÿ! Обществăна кирлĕ шайра тытса пырасси йăлтах ертÿçĕрен килет. Паянхи вăхăт çын çине шăпах çапла пăхма хушать те. Кашни пĕчĕк ыйтăва татса пама çÿлтен кăтарту парасса кĕтсе лармалла мар, кашнийĕн пуçарулăх кă-тартмалла.

Никĕс хумасăр çурт хăпармасть. Пурнăçра та çаплах. Пĕчĕк ыйтăва татса пани те пысăккине татса панă çĕрте пысăк вырăн йышăнать, çынсен кăмăлне улăштарать.

Эпĕ пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартасшăн. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприяти-йĕсемсĕр пуçне фермер хуçалăхĕсем е пысăк çĕр пайлĕ хуçасем нумайланчĕç. Кашни хуçалăх çĕрпе хăйне евĕр усă курать. Пĕчĕк лаптăкран пысăк тухăç илме тăрăшать. Çав тĕллевпе вăрлăхăн шăтаслăхне инспекцинче тĕрĕслеттересшĕн. Çапла ĕçлени пархатарлă та.

Эпир хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ вăхăтра вăрлăх инспекцийĕ хальхи АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пайпа пĕр çуртра вырнаçнăччĕ. Вăл вăхăтра агрономсем колхоз ертÿçисемпе пĕрле е уйрăммăн килсе вăрлăха тĕрĕслеттерме çак инспекцине кĕртсе паратчĕç. Районти тĕп агрономпа та туххăмрах канашласа илме пулатчĕ.

Паян вара урăхларах, специалист хисепрен тухма пуçлани сисĕнет. Агрономсене ĕлĕкхи ял хуçалăх управленийĕ умне антараççĕ те лешсем хутаçсене, бутылкăсене тултарнă вăрлăха кутамкаласа Сăкăт ялĕ еннелле вырнаçнă инспекци çуртне утаççĕ. Фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çĕр хуçисем çак инспекци çуртне шыраса хăшкăлаççĕ.

Ман шутпа, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пай начальникĕн М.Калмыковăн, аслă агрономăн В.Алексеевăн район пуçлăхĕпе ларса калаçса татăлса вăрлăх инспекцине çак çуртах куçармалла. Халăх та савăнĕ, мĕншĕн тесен ку çурт аслă çул хĕрринче, центртах вырнаçнă. Çакă агрономсемшĕн те меллĕ пулĕ, вăрлăх кутамккисене инçете йăтса тертленмĕç. Президент калашле, шăпах çакă вăл халăхшăн тăрăшни, çынсене хисепе хуни. Ан манăр: юхан шыв пĕчĕк çырмаран пуçланать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 марта 2007
00:00
Поделиться