Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ветеринари служби – ĕçре

Обществăлла секторти тата килти хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕç турĕ. Тĕпрен илсен, умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшрăмăр. Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари служби палăртнă плансене пурнăçа кĕртессине мала хутăмăр. Ерекен чирсене хирĕçле мероприятисене вăхăтра тата пахалăхлă туса ирттернине пула вĕсене сарăлма май памарăмăр.

Çавăнпа çĕпĕр язви, бруцеллез, туберкулез, урмăш чирĕ, сысна чуми, кайăк-кĕшĕк грипĕ тĕл пулмарĕç. Çакăн пек ерекен чирсемпе кĕрешме пире ял хуçалăх предприяти ертÿçисем тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени пулăшать. Çавăнпа та эпир диагностикăпа чир-чĕртен сыхланмалли ĕçсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр тата мероприятисене пур хуçалăхсенче те планпа палăртнă чухлĕ туса ирттерме тăрăшатпăр.

Ку енĕпе уйрăмах Туçари, Первомайскинчи ветеринари лечебницисем (заведующийĕсем В.Быков, Н.Белова), Аслă Чементи, Кзыл Чишмари, Çĕньялти ветеринари участокĕсем (С.Михайлова, Х.Хамматов, В.Ершова) ăнăçлă вăй хунине палăртмалла.

Анчах пур ĕçсене те кирлĕ пек пурнăçлама хамăртан килмен тумхахсем чăрмантарчĕç. Акă, хăш-пĕр им-çама хуçалăхсен хăйсен укçипе туянмалла. Анчах ăна вăхăтра уйăрманнипе пукра, лĕпĕ, диктиокаулез чирĕсене хирĕç çителĕклĕ кĕрешеймеççĕ, ĕçсене 60-70 процент çеç пурнăçлаççĕ. Вăхăтра сиплемесен ĕнесен сĕт параслăхĕ 25-40 процент, выльăхсен ÿт хушаслăхĕ 20-30 процент чакать. Хальхи вăхăтра эмелсем туянма та çăмăл мар. Çавăнпа пулăшу панă чухне сиплĕ курăксемпе е çут çанталăк паракан ытти япаласемпе усă куратпăр. Ветеринари учрежденийĕсенче те, фермăсенче те хăйне майлă “ешĕл аптека” пур. Рецептсемпе усă курса тĕрлĕ ирĕлчĕк-шĕвек, мазь, эмелсем хатĕрлесе выльăх-чĕрлĕх сывлăхне сыхлас тата упрас ĕçре усă куратпăр.

Чир-чĕрпе кĕрешессин витĕмлĕхĕ пĕр ветеринари службинчен кăна килмест. Чылай чухне выльăх-чĕрлĕхе мĕнле условисенче тытни, апат-çимĕçе нормăпа çи-телĕклĕ, пахалăхпа çитерни, чир-чĕре фермăна лекмелле мар çирĕп условисем туса пани, мероприятисене вăхăтра туни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Анчах та чылай чухне фермăсенче санитари культури çителĕксĕр пулнине, апат рационне пăхăнманнине, тутлăхлă япаласен шайлашăвĕ тивĕçлĕ виçере маррине асăрхатпăр. Выльăх-чĕрлĕх фермисем ют çын пырса кĕме юраман хупă предприяти пулмалла, шел пулин те хăш-пĕр хуçалăхра çакă пурнăçланса пымасть.

Районти фермăсенче выльăх-чĕрлĕх вилесси çултан çул чакса пырать. Апла пулин те выльăхсене вар-хырăм тата ÿпке чирĕсем час-часах хавшатаççĕ. Ку енĕпе Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, “Знамя” хуçалăхра пăрусемпе сысна çурисем вилесси ÿсрĕ. Чир-чĕртен асăрханас тесен, пĕтĕ ĕнесене, пушмак пăрусене, сысна амисене, çурасене, пăрусене прививка вăхăтра тумалла, зоогигиена требованийĕсене пурнăçламалла, апат-çимĕçе нормăпа пăхнă чухлĕ çителĕклĕ пахалăхпа çитермелле. Çав вăхăтрах “Красное знамя”, “Труд”, “Батыревский”, “Малалла”, “Звезда”, “Исток”, “Хастар” хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхсене упраса хăварас тĕллевпе тăрăшса ĕçлеççĕ.

Укçа-тенкĕ çуккине сăлтава хурса хăш-пĕр хуçалăх биопрепаратсем, эмелсем, антигельминтиксем туянмаççĕ, вырăнта туса ирттермелли ĕçсене яланах палăртнă вăхăтра пурнăçлаймаççĕ. Чылай ферма территорийĕнче, профилакторинче çамрăк выльăхсем усрамалли витесенче тасамарлăх хуçаланать. Фермăсенчи ветеринарипе санитари ыйтăвĕсене лайăхлатассипе, выльăх-чĕрлĕхе тутлăхлă апатпа тивĕçтерессипе, вĕсенчен пысăк пахалăхлă продукци илессипе те çине тăрса ĕçлемелле.

Патăрьел районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци системине вунă ветучасток, икĕ лечебница, пĕр лаборатори кĕрет. Станци Патăрьел ялĕнчен аякра вырнаçнипе çынсене çÿреме йывăррине кура хăш-пĕр ялти ветлечебницăсенче, ветучастоксенче (Туçа, Турхан) эмел сутмалли ятарлă аптека пункчĕ уçрăмăр. Килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх чирлес пулсан та кашни учрежденинчех васкавлă пулăшу пама кирлĕ им-çам пур.

Юлашки çулсенче ялсенче коллективлă хуçалăхсем саланса пыни никамшăн та вăрт-тăнлăх мар. Хăш-пĕр ялта выльăх-чĕрлĕх юлмарĕ, ферма çурчĕсем пуш-пушах. Анчах та ял халăхĕн ĕне выльăх нумай, вĕсем чупма хускалсан вăхăтра йăхтармалла. Эпир ял халăхĕн ыйтăвĕсене тивĕçтерес тесе Ишлĕре, Çĕнĕ Ахпÿртре, Хирти Пикшикре, Аслă Чементе, Упамсара, Кзыл Чишмара ĕне чуптармалли пунктсем уçрăмăр. Пĕлтĕр кăна 333 пуç ĕне, пушмак пăру пĕтĕлентернĕ. Ку ĕç малалла пырать.

Ветеринари службин администрацийĕ ветучастоксемпе лечебницăсен ĕçĕ-хĕлне çăмăллатассишĕн тăрăшать. Туçари ветеринари лечебницине газпа ăшăтмалла турăмăр. Кашни лечебницăпа ветучасток валли эмелсем усрамалли холодильниксем илтĕмĕр. Шăнкăртамри ветучасток çуртне çĕнĕрен тума палăртнă, проект хатĕр, республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрасса кĕтетпĕр. Пĕлтĕр республикăри “Ни-ва” комбинатра ултă çын хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç, унсăр пуçне пилĕк специалист институтра куçăмсăр майпа вĕренет.

Хамăр ĕçе тĕплĕнрех туса пырас тĕллевпе вĕсем хушшинче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Малти вырăнсене Аслă Чементи, Кзыл Чишмари ветучастоксем, Туçари ветлечебница йышăнчĕç.

Ял хуçалăх предприяти-йĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсен ĕçĕсене мĕн май килнĕ таран тăрăшса туса пыраççĕ. Лайăх енĕпе “Хастар” хуçалăхри тĕп врача Н.Кошкина, “Звездари” Г.Щукина ветфельдшера, “Родинăри” Л.Перхиевăна, “Красное знамяри” – А.Кудряшова, “Югельри” С.Максимовăна тата ыттисене те палăртмалла.

Ветеринари ĕçĕ нумай енлĕ пулнă май ветеринари службин яваплăхĕ ÿснипе пĕрлех прависем те анлăланчĕç. Вĕсен ĕçĕ обществăна питĕ кирлĕ, усăллă та пархатарлă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 февраля 2007
00:00
Поделиться