Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушăри уявсемпе паллă кунсем

01.03 – 1880 ç. Турханта СССР Художниксен союзĕн членĕ А.Кокель çуралнă. Унăн шăллĕ Герман епископ ятне тивĕçнĕ. 1937 çулта ăна репрессиленĕ.

02.03 – 1942 ç. Первомайскинче чăвашсен паллă поэчĕ, философи ăслăлăхĕсен докторĕ Н.Исмуков çуралнă.

03.03 – 1940 ç. Ыхра Çырминче çуралнă, районтан Совет Союзĕн Геройĕ ятне пĕрремĕш тивĕç пулнă Б.Рахимов шурă финсемпе çапăçса вилнĕ.

05.03 – 1908 ç. Аслă Арапуçĕнче чăвашсен паллă поэчĕ-лирикĕ Митта Ваçлейĕ çуралнă. Миттасен йăхĕнчен çыравçăсем чылаййăн тухнă: Митта Петĕрĕ, Иванĕ, Яккăвĕ, Кули, Вингер, Ирина.

05-08.03 – 1933 ç. Шупашкарта колхозник-ударниксен пĕрремĕш съезчĕ пулнă.

07.03 – 1939 ç. Турхан район центрне Аслă Арапуçне куçарнă. Аслă Арапуçне Первомайски ятлă туса, района та Первомайски ят панă.

08.03 – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. 1965 çултанпа – канмалли.

11.03 – Аслă типĕн тăваттăмĕш эрни пуçланать. Ку эрнене Хĕресе пуç таймалли эрне теççĕ. Эрнери юнкун – Аслă типĕн çурри.

12.03 – 1950 ç. СССР Верховнăй Совечĕн суйлавĕсем иртнĕ. Ку суйлавра Патăрьел районĕнчен пĕрремĕш хут депутат пулма пирĕн ентеше Турханта пурăнакан П.Куприянова учительницăна суйланă. Унăн йăмăкĕ М.Куприянова та паллă вĕрентекен пулнă, РСФСР тава тивĕçлĕ учительници ятне тивĕçнĕ.

15.03 – Тавар илекенсен прависене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун.

16.03 – Мăсăльмансен “Хиджрат кичэсе”.

18.03 – Халăха суту-илÿре, йăлара, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу паракан ĕçченсен кунĕ.

19.03 – 1948 ç. Анат Туçари “Гвардеец” колхозра бригадирта ĕçлекен И.Перепелкин районта пĕрремĕш хут Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Çак кунах çакăн пек ята Елчĕк районĕнче ĕçлесе пурăннă, каярах Кĕçĕн Патăрьелне качча килнĕ М.Лаврентьева (Цветкова) та тивĕçнĕ.

21.03 – 1909 ç. Аслă Патăрьелĕнче чăвашсен паллă писателĕ А.Талвир (Башкиров) çуралнă. Башкировсен çемйинчен паллă çынсем чылаййăн тухнă. Шăллĕ Л.Башкиров Шупашкарти “Чувашкабель” заводра, “Электроприбор” производство пĕрлешĕвĕн директорĕнче ĕçлесе мухтава тивĕçнĕ. Тепĕр шăллĕ В.Башкиров нумай орденсемпе медальсен кавалерĕ. Л.Башкиров ачи В.Башкиров “Электроприбор” завод директорĕнче ĕçлекенскер, паллă турист-альпинист пулнă. Эверест çине икĕ хут хăпарса аннă. Ту çинчен аннă чух аманса вилнĕ.

23.03 – Пĕтĕм тĕнчери метеорологи кунĕ.

25.03 – 1923 ç. Сăкăтра Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕ П.Кариков çуралнă.

27.03 – 1928 ç. Шăнкăртамра Чăваш Енрен Раççей чемпионĕ ятне пĕрремĕш хут çĕнсе илнĕ, ялти спортсменсем хушшинче нумай хут СССР, Раççей чемпионĕ, рекордсменĕ пулнă Р.Бикчурин çуралнă.

27.03 – Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ.

27.03 – Раççейĕн шалти çарĕсен кунĕ.

30-31.03 Мăсăльмансен “Муллид кечэсе”.

Пуш уйăхĕнче 1937 ç. районта пĕрремĕш хут сасăллă кино кăтартнă.

1928 çулхи районта çĕр ĕçлекен юлташлăхсемпе колхозсем йĕркеленме тытăннă. Малтанхисем Сталин ячĕллĕ, “Ырлăх” тата Чăваш Ишекĕнчи “Пламя Октября” колхозсем пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 февраля 2007
00:00
Поделиться