Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налук куçарманшăн пуçран шăлмĕç

Район прокуратури организацисемпе предприятисем налук тÿлессипе çыхăннă саккуна мĕнле пăхăнса пурнăçласа пынине тĕрĕслесех тăрать. Сăмахран, 2006 çулта çак сăлтавпа прокуратура должноçра ĕçлекен 98 çынна Раççей Федерацийĕн административлă право йĕрки çинчен калакан Кодексăн 17.7 статйине пăхăнса ĕçлемелли пирки асăрхаттарнă. Ытларах вара экономика сферинче, уйрăмах налукпа çыхăннă право йĕркине пурнăçламаннипе çыхăннă ĕçсем. Кун пек асăрхаттарусем мĕн пур ĕçсен çурри. Çавăн пекех çул çитмен ачасемпе, тавралăха сыхлассипе, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕпе, ĕç укçи парассипе çыхăннисем те пур.

Район прокуратури асăрхаттарнă хыççăн налук законодательствине пăхăнса çийĕнчех айăплава тÿрлетнĕ тĕслĕхсем те пур. Иртнĕ çул Патăрьелĕнчи райпопа “МСО Батыревская” хупă акционерла общество прокуратура çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ хыççăнах парса çитереймен налукĕсемпе татăлнă.

Пĕтĕмĕшле анализ çакна кăтартса парать. Район прокурорĕ саккунпа килĕшÿллĕн ыйтнисем пурнăçланса пыраççĕ. Çапах та хăш-пĕр “хулăм ÿтлĕ” руководительсем йĕркене, саккунпа килĕшÿллĕн ыйтнине сĕмсĕррĕн пăхăнмаççĕ. Пĕлтĕр те çав сăлтавпа тăватă административлă ĕç пуçарнă. Ертÿçĕсене ытларах прокурор актне вăхăтра пăхса тухманнипе, прокурор ыйтнипе кирлĕ хутсемпе документсене палăртнă срокра тăратманнипе яваплăх тыттараççĕ. Сăмахран, “Агрофирма “Старт” тулли мар яваплă общество директорĕ асăрхаттарнă çитменлĕхсене пĕтерни çинчен вăхăтра хурав паман тата вĕсене пĕтермен пирки административлă ĕç пуçарнă, миравай судья постановленийĕпе килĕшÿллĕн ăна 2000 тенкĕ штраф панă. Прокурорăн саккунлă майпа ыйтнисене пурнăçламаншăн “Первомайский “Крахмалзавод” УАО, “Батыревская ИПС” МУП тата ытти хăш-пĕр предприяти ертÿçисене те административлă майпа айăпланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 февраля 2007
00:00
Поделиться