Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинче – чи çивĕч ыйтусем

Райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисен канашлăвĕнче район администрацийĕн пайĕсен тата муниципаллă унитарлă предприятисен иртнĕ эрнери ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малашнехи плансене пăхса тухнă.

Юлашки кунсенче çанталăк сивĕтсе кайрĕ пулин те районта хутмалли тапхăр ăнăçлă пырать. Резерв топливине кÿрсех тăраççĕ. Çапах та çакнашкал сивĕсенче электроприборсемпе, газ хуранĕсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла.

Планеркăра райшалĕçпайĕн эрнери ĕçне те пĕтĕмлетнĕ. Çак тапхăрта çичĕ преступление шута илнĕ, 85 административлă протокол çырнă.

Районти кашни ял тăрăхĕнчех Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе тĕрлĕрен мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсем пурте кăмăллă иртнĕ.

Ял хуçалăх кооперативĕсенче халĕ хĕрÿ тапхăр – отчетпа суйлав пухăвĕсем пыраççĕ. Вĕсем март уйăхĕнче вĕçленмелле.

Вĕрентÿ системинче çывăх вăхăтра пĕрремĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕн клубне туса хурасшăн. Район пуçлăхĕ Н.Глухов çакнашкал ырă пуçарăва вун пĕрмĕш класра вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕпе те йĕркелеме сĕннĕ. Çакă ППЭне, экзаменсене хатĕрленес ĕçре те пысăк пулăшу пулĕ.

Планеркăра ялсенче автомобиль çулĕсем тăвассипе малалла тимлес, халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерес, райбольницăн хушма çуртне, спорт комплексне тăвас тата ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 февраля 2007
00:00
Поделиться