Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Зонăри семинар-вĕрентÿ

Иртнĕ эрнере пирĕн районта Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи ял тăрăх пуçлăхĕсен зонăри семинар-вĕрентĕвĕ пулнă. Меро-приятине Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕпе Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕçсен управленийĕ йĕркеленĕ.

Зонăри курс ĕçне ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн директорĕ В.Максимов, республикăри Шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерствин пай начальникĕ А.Любимова, ЧР Физкультура, спорт, туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, Президент Администрацийĕн организациллĕ ĕçсен управлени начальникĕн çумĕ С.Тарасов хутшăннă.

Зонăри семинар-вĕрентÿ тĕллевĕпе паллаштарнă хыççăн район пуçлăхĕ Н.Глухов 131 номерлĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсем мĕнле аталанса пыни пирки кĕскен каланă. Шăнкăртам, Патăрьел, Туçа тата хăш-пĕр ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăнă. Çавăн пекех районти ял тăрăхĕсенче культурăпа спорта аталантарни, “Çĕнĕ шкул” Президент программин пĕлтерĕшĕ пирки те ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Семинар-вĕрентĕве хутшăннисем çавăн пекех ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çыру тĕллевне те сÿтсе явнă, вĕсене вырăнта пурнăçа кĕртесси пирки каланă.

Кунтах çĕр пирки саккунсем кăларакан тата нормативлă право хутшăнăвĕсене сÿтсе явнă, муниципаллă пурлăхпа мĕнле усă курас, хуçасăр пурлăха харпăрлăха куçарас, вырăнти самоуправлени органĕсем йĕркене сыхлас тĕлĕшпе право хуралĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлес тата ытти хăш-пĕр ыйтусене те пăхса тухнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2007
00:00
Поделиться