Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял уявĕ хаваслăх кỹчĕ

 

Çăварни эрнинче шăмат кун Патăрьел районĕнчи Ишлĕре ял уявне ирттерчĕç. Унта çак тăрăха кĕрекен Пăлапуç Нурăспа Ульяновкăра пурăнакансем те хутшăнчĕç.

Ял уявĕ Ишлĕсемшĕн çĕнĕлĕх-ха. Ăна пĕрремĕш хут виçĕ çул каялла, районăн хĕвел анăç пайĕнчи чи аякри кĕтесе çут çанталăк газĕ çитнĕ ятпа çакăнта çуралса ỹснĕ, халĕ "Чебоксарыстройгаз" фирмăна ертсе пыракан Михаил Николаевич Краснов пуçарнипе йĕркеленĕччĕ. Çав вăхăтра вăл ял халăхне пĕр харăсах икĕ парне кỹнĕччĕ: унăн строителĕсем кĕске вăхăтра уй-хирпе вăрман, çырма- çатрапа путлăх витĕр тĕп трассăран 40 çухрăма яхăн пăрăх хучĕç, ентешĕсем патне "кăвак çулăм" илсе çитерчĕç. Унсăр пуçне вăл уяв тăкакĕсене те пĕтĕмпех хăй çинее илнĕччĕ.

Ял уявĕ халĕ йăлана кĕчĕ. Хĕллехи сивĕ çанталăкпа тỹр килет пулин те вăл пысăк хаваслăх кỹрет. Çуллен ял хĕрринчи шкулпа ял администрацийĕ патĕнчи хутлăха çĕр-çĕр çын пуçтарăнса савăнать.

Уява сумлă лару- тăрура уçнă хыççăн пухăннă халăха район пуçлăхĕ Николай Глухов ăшшăн саламларĕ, вырăнти шкула 100 пин тенкĕлĕх çĕнĕ парттăсем парнелерĕ. Ку кăна та мар-ха: шкул çĕнĕ компьютер техникипе пуянланчĕ. Пăлапуç Нурăс чăвашĕ, Шупашкар хула администрацийĕн капиталлă строительство управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Пикаев та уява пушă алăпа килмен: вăл культура çурчĕн ертỹçине чаплă баян тыттарчĕ. Ун хыççăн çак музыка инструменчĕн кĕвви- çеммипех концерт пуçтарăнчĕ. Спорта юратакансем вара йĕлтĕрçĕсем ăмăртăвне пăхса савăнчĕç. Уяв лапамĕнче çавăн пекех вĕрен туртассипе кĕрешрĕç. Çамрăксем вара лашапа урам тăрăх катаччи чупрĕç.



"Хыпар"
22 февраля 2007
00:00
Поделиться