Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уйăхлăх ăнăçлă иртнĕ

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас тĕллевпе çулсеренех январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен ятарласа уйăхлăх йĕркелеççĕ. Çак тапхăрта вырăнсенче тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулусем ирттереççĕ. Кăçал та çаплах пулнă. Акă вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем:

Çĕньял. Уйăхлăха халалласа шкулта I-XI классем хушшинче шашка турнирĕ пулнă. Чи кĕçĕннисем хушшинче А.Захаровăпа В.Дмитриев, вăтаммисенчен К.Сидорова, аслисенчен И.Сидоровăпа В.Киркин чăн-чăн ăста шашистсем пулни палăрнă.

Анат Туçа. Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен уявне кĕтсе илнĕ май шкулта тĕрлĕрен мероприяти ирттернĕ. Вĕсенчен пĕри – сĕтел çинчи теннис вăййисем. Унта 6-9-мĕш классенчен чи маттур вунă спортсмен тупăшнă. Çавра тĕл пулусем хыççăн улттăмĕш класри Е.Мясников пĕрремĕш, тăххăрмĕш класри Е.Глинкин иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Ыхра Çырми. Шкулта çарпа патриотизм темипе кашни класрах вулав конференцийĕсем пулнă. Патриотла юрăсен тата сăвă ăста калакансен конкурсĕ те пурин кăмăлне те кайнă. Çав тупăшусене мĕн пурĕ 32 ача хутшăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2007
00:00
Поделиться