Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хурт-хăмăрăн усси пысăк

Хальхи вăхăтра районти 23 хуçалăх утар тытать. Унта мĕн пурĕ 858 вĕлле шутланса тăрать. Унсăр пуçне организцисемпе предприятисенче, хресчен фермер хуçалăхĕсенче 228 хурт çемйи. Килти хушма хуçалăхсенче 2393 вĕлле хурчĕ. Районĕпе илсен вĕлле хурчĕн йышĕ 3479. Малашне тата ытларах пулĕ. Çакăн валли услови çителĕклĕ. Хурт-хăмăрçă ăсталăхне ÿстермелли курс Шупашкартах пур.

Ăна “Нива” вĕрентÿ комбиначĕ йĕркеленĕ. Паянхи куна унта пирĕн районтан улттăн вĕренеççĕ. “Колос”, “Хастар”, “Труд” хуçалăхсенчен пĕрер çын, виççĕшĕ килти хушма хуçалăхсенчен. Чăваш хурт-хăмăр агентствин директорĕ Геннадий Антонович Максимов ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрать.

Районта пыл илес енĕпе “Звезда” (утарçи В.Воробьев), “Красное знамя” (С.Силюков), “Хастар” (А.Базунов), Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ (С.Самакин) Ленин ячĕллĕ (Р.Никитина) хуçалăхсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.

2006 çулта “Малалла”, “Ленинец”, “Колос”, “Югель” хуçалăхсем вĕллесен шутне ÿстерессипе палăрчĕç.

Юлашки çулсенче республикăра, районта “среднерусски” ăратлă пыл хурчĕсене ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пирĕн тăрăхра ку енĕпе “Красное знамя” хуçалăх ĕçлет. Вăл ку енĕпе 5 çуллăха лицензи илнĕ. Çак ăрата ĕрчетсе сутас енĕпе ăнăçлă утăмлать.

Çитес çултан ку енĕпе “Хастар”, “Колос” хуçалăхсем те ĕçлеме пикенесшĕн. Хурт-хăмăр тĕпчев институтĕнчен ятарлă çын килсе асăннă хуçалăхсенчен 30 вĕллерен 50-шар вĕлле хуртне тĕпчеме илсе кайнă. Тĕпчев ăнăçлă иртнĕ. Хурт-хăмăр агентствине “среднерусски” ăрăва ырласа тишкерÿ хучĕ килчĕ. Халĕ “Хастар”, “Колос” хуçалăхсем лицензи илмелли документсене Мускава яма хатĕрлеççĕ.

Утарçăсем пĕлеççĕ ĕнтĕ: халĕ вĕлле хурчĕсен хĕл каçнă чухнехи иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланчĕ. Ку тапхăр çунатлă туссемшĕн йывăр вăхăт шутланать, мĕншĕн тесен вĕсен вăтам пыршинче апат юлашкисем тулса пыраççĕ. Çавăнпа та вĕлле çемйисене канди текен апат парса пулăшмалла. Канди апачĕ çине ноземат эмел хушнă, вăл вĕлле хурчĕсене вăй кĕртекен япала. Урăхла каласан вĕлле хурчĕсен иммунитетне вăйлатать, хĕл каçнă чухне хавшанă вĕлле хурчĕсене çуркуннеччен, çанталăк ăшăтиччен, лайăх сыхланса юлма пулăшать. Унччен кандине пĕрер килограмлă пакетпа хатĕрленĕ пулсан, кăçал ик кĕлли те пур. Ку тата меллĕрех. Вĕллене икĕ хут хускатиччен пĕррепех икĕ килограмм хума пулать.

Кăçалхи хĕл вĕлле хурчĕсемшĕн йывăртарах пулчĕ. Декабрь, январь уйăхĕсем ăшă тăнипе, сывлăш нÿрĕ пулнипе вĕлле хурчĕсем нумайрах çирĕç. Çавăнпа та çуркунне вĕсене канди памаллах.

Хĕллехи клуб пĕр еннелле шуса кайсан та тепĕр енчи хуртсем выçă вилме пултараççĕ. Çавăнпа та утарçăсен питĕ тимлĕ пулмалла. Эрнере пĕрре омшанниксене кĕрсе çунатлă туссене итлесе пăхмалла, кирлĕ-тĕк пулăшмалла.

Вĕлле хурчĕсене ăнăçлă, сывă хĕл каçарса кăçал та кашни вĕллерен пĕлтĕрхинчен ытларах пыл илес шанчăка çухатар мар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2007
00:00
Поделиться