Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Афганецсем, чĕр вилĕм унки витĕр тухнисем

Вунă çула тăсăлнă Афган вăрçи çĕр-шыв историйĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Мĕн чухлĕ çамрăк чĕр вилĕм унки витĕр тухаймасăр çамрăклăхне татса ĕмĕрлĕхе куçне хупнă! Телейлисем е вĕсене “кĕпепе çуралнисем” тесех калас килет, паян пирĕнпе юнашар. Пурте тенĕ пекех çемьеллĕ вĕсем, хăшĕсем асатте-кукаçи пулма та ĕлкĕрнĕ.

Çулсеренех февралĕн 15-мĕшĕнче салтак-интернационалистсене асăнса пуç тайма Афган вăрçине хутшăнса хăйсен çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланисем пĕрле пуçтарăнаççĕ. Пирĕн районта 286-ăн хутшăннă вĕсем сăртлă-туллă çĕр-шыври çапăçăва. Çичĕ çамрăкăн шăпи вара синкерлĕ пулса тухнă. Паян интернационалистсен пуçламăш организацинче 112 çын.

Асăну кунне килнисене пысăк чăтăмлăхпа паттăрлăхшăн тав туса районти çар комиссариатĕнчи В.Краснощеков майор, район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, ял тăрăх специалисчĕ Р.Сафиуллов сăмах каларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере тату пурнăç сунчĕç.

Митинга хутшăннисем пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă юлташĕсене чыс туса шăп тăчĕç, палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2007
00:00
Поделиться