Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕнерхи салтак! Ÿкĕнмĕн эс çырнăшăн контракт!

Пурнăç летопиçĕнче саманан кашни тапхăрĕ ăрасна йĕр хăварать. Ĕлĕкрех салтак пăттине çисе курман ар çынна çар хĕсметĕнче пиçĕхнисем хăйсемпе пĕр карта та лартасшăн пулман. Çын мĕн сăлтавпа çак тивĕçе пурнăçлайманнине пĕлмесĕрех вĕсенчен кулма хăтланнă. Тĕрĕссипе ун чухне сывлăхран сусăррисем çеç вăхăтсăр çар билечĕ илнĕ.

Паян вара çар комиссариачĕн повесткипе çĕр-шыв умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçланă ĕнерхи салтаксем тата тепĕр хут çĕнĕрен çав рете тăма, урăхла каласан контракт çырма пултараççĕ. Тĕрĕссипе çакнашкал йĕрке – хĕç-пăшаллă вăйсен çар хатĕрленĕвне ÿстересси – пирĕн çĕр-шывра вăй илсе çеç пырать-ха. Атăлпа Урал çар округне кĕрекен чаçсенче контракт мелĕпе службăна малалла тăсма тĕллевлĕ федераллă программа та пур. Çавăнпа ялсенче унăн условийĕсене, йĕркисене тĕплĕн пĕлмеççĕ темелле.

Хальхи вăхăтра ялсенче салтакра пулса килнĕ хыççăн та ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче ларакансем мĕн чухлĕ-ши! Вĕсем хушшинче камалсăр (пĕччен çын) хусахсем те пайтах. Пĕр-икĕ çул каялла Аслă Чементе çеç ниçта тĕпленеймен, ар çынсем хĕрĕх ытла та пурччĕ! Пысăках мар Тутар Тимеш ялĕнче те тепĕр çавăн чухлĕ ниçта та ура тапса ĕçлемен вăйпитти. Чылайăшĕ вĕсенчен “атте-аннене пенси параççĕ, çăкăр-тăварлăх укçа пур” тесе лăпланса пурăнать. Хăшĕсем вара пĕччен пулсан та пурнăçа пĕр тикĕс сыпăнтарса пыма тăрăшмаççĕ. Çакнашкаллисем хăйсем çине тĕкĕрпе те пăхмаççĕ пулĕ. Шăрт сухалĕсене ÿстерсе яраççĕ те таçта пуш хирте е чăтлăхра пурăнакан ватă пек çÿреççĕ. Вăхăт пайтисĕр нумайран е ним тума пĕлменрен эрех ĕçеççĕ, чĕлĕмне мăкăрлантараççĕ... Пурнăç-и вара çакă 30-35 çулхи çамрăкшăн? Çук, паллах. Ку вăл çĕр çинче кунпа çĕре пĕр усăсăр, ахаль черетлесе пыни çеç...

Хальхи вăхăтра çар хĕсметĕнчен килнĕ çамрăксем чăнах та икĕ алла пĕр шанчăклă ĕç тупаймаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем чылайăшĕ ахрат çырминче темелле, пĕр тикĕс аталанса пыраканни те 5-6 хуçалăх çеç юлчĕç пулĕ. Промышленность предприятийĕсем те унчченхилле кĕрлесе тăмаççĕ. Çакнашкал лару-тăрура Раççей Федерацийĕн министерство оборони тивĕçлĕ йышăну туни – ĕç вырăнĕсĕр ĕнерхи салтаксемшĕн тĕрĕс çул маякĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи çар комиссариатĕнче Чĕмпĕрти сывлăшпа десант бригадинчи аслă прапорщик В.Латышов пулчĕ. Çар çынни хамăр районтанах, Тури Чакă каччи пулнăскер. Контракт службин тĕллевĕсене, çăмăллăхĕсене, условисене пĕлес тĕллевпе зала çамрăксем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ыйту çумне ыйту çуралчĕ çар çынни патне. Пурнăçа кĕрсе çеç пыракан çĕнĕ йĕрке чылайăшне кăсăклантарчĕ. Контракт службин условийĕсем начар мар. Çирĕмрен пуçласа хĕрĕх пилĕк çулчченхи сывлăхлă çынсем çак условипе пилĕк çул службăра пулсан, шанчăклах пенсие кайма пултараççĕ. Пĕччен ар çынсем валли те, çемьеллисене те пурăнмалли условисем пур. Ĕç укçи те начар мар, ăна вăхăтра илеççĕ. Сăмахран, сержантсен шалăвĕ вунă пине яхăн. Унсăр пуçне преми укçи, отпуска кайнă чухне кашни çемье членĕ пуçне хушса тÿлесси, вун виççĕмĕш ĕç укçи пур. Виçĕ хутчен тÿлевсĕр апат çитереççĕ, тумлантараççĕ... Йĕркене çеç çирĕп пăхăнмалла, результачĕ вара пулатех. Контрактпа службăра тăнă чухнех çамрăксем çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче те аслă пĕлÿ илме тултараççĕ. Ку тĕлĕшпе те хăш-пĕр çăмăллăх пур. Вĕренме çеç ан ÿркен.

Хальхи вăхăтра çакнашкал условисемпе çар хĕсмечĕ хыççăн контракт çырса службăна малалла тăсакансем пирĕн районта 24 çын. Ял тăрăхĕсене илес пулсан ку тĕлĕшпе уйрăмах Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайск, Тăрăн енчи çамрăксем хастарлăх, пуçарулăх кăтартаççĕ. Тăваттăшĕ вĕсенчен иккĕмĕш хут та контракт çине алă пуснă. Çывăх вăхăтрах Хирти Пикшикрен, пĕр çемье Чĕмпĕрти маларах асăннă бригадăна кайма хатĕрленеççĕ, Нăрваш Шăхальтен, Кĕçĕн Арапуçĕнчен, Шăхачран, Аслă Чементен çар службине кайма пуçтарăнакансем – хĕрсем. Вĕсем çар чаçне кайса уйрăм калаçу ирттерсе килнĕ те ĕнтĕ. Шăмăршăри И.Саттарова та çак тĕллевпе иртнĕ çуллах çар билечĕ илнĕ. Ашшĕ евĕр çар дисциплинине хăнăхнă çын пуласшăн вăл.

Мĕнле пĕтĕмлетÿ турĕ-ха ĕнерхи салтаксемпе йĕркеленĕ тĕл пулура ентеш – аслă прапорщик?

– Малтанхи çулсенче чăнах та контрактниксене “пысăк шалу илекен дворниксем” тесе танлаштаратчĕç. Паян вара вĕсен пурнăçне ăмсанмалла çеç. Патшалăх питĕ пысăк тимлĕх уйăрать контрактниксем çине. Ялта ĕçсĕр аптраса çÿриччен е ытти хуласене вăрăм укçа тума кайса йывăр условисенче нушаланса сывлăха пĕтериччен çак утăма туни вырăнлă та, меллĕ те. Никама та вăйпа хут çине алă пустармастпăр, çапах та çак пархатарлă ĕç пирки шухăшласа пăхма ыйтатпăр. Пырса курсан ÿкĕнмĕр те... – терĕ В.Латышов хăйĕн шухăшне вĕçленĕ май.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2007
00:00
Поделиться