Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлнă ĕç çине юр çăвать

Кунран кун çывхарать çур аки. Унăн ăнăçлăхĕ техника хатĕрринчен нумай килет. Хуçалăхра вăй хуракансем чакса пынă май ĕç-хĕле механизацилесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел, юлашки вăхăтра хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсенче машина-трактор паркĕсем хавшаса пыни сисĕнет. Çĕнĕ техникăпа пуянланма та çăмăл мар, укçа-тенки çитмест, кивĕ тракторсене, сеялкăсене “тивĕçлĕ канăва” ăсатаççĕ. Тĕш тырă, çĕр улми пухса кĕртекен, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техника шучĕ те сахалланать. Пĕр трактор пуçне нормăпа пăхнинчен ытларах ĕç тиенет. Кун пек чухне вăл çĕмĕрĕлмесĕр мĕн тутăр.

Паян хуçалăхсенче çур акине хатăрленес ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ-ха? Пирĕн корреспондент çак кунсенче ку ыйтупа АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пайăн тĕп инженерĕпе И.Васильевпа курса калаçнă.

– Илья Вячеславович, çур аки алăкран “шаккать”. Ăнăçлă ирттерсе ярас тесе хуçалăхсенче паян мĕн тăваççĕ?

– Çак яваплă тапхăра эпир çулленех çÿллĕ шайра ирттернĕ. Кăçал та çаплах пулĕ. Хуçалăхсенче пур çĕрте те çак ĕç пырать. “Первомайск”, “Малалла”, “Труд”, “Батыревский”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах “Тат.Сугутский”, “Заря”, “Знамя” хуçалăхсенче ку енĕпе нимĕн те тумаççĕ. Те ырă “кукка” пулăшасса кĕтеççĕ.

Хуçалăха çĕнĕ техникăпа пуянлатассине те аван йĕркеленĕ. Малалла ăнтăлакан, ĕçлеме пултаракан хуçалăхсене çĕнĕ йышши техника туянма патшалăх та пулăшать. Ку чухне ял хуçалăх машинисене лизинг мелĕпе, тĕрлĕ йышши çăмăллатнă кредитпа усă курса туянма май пур. Иртнĕ çулта çак майсемпе усă курса районта 48 ял хуçалăх техники 27 миллион тенкĕлĕх туяннă. Çав шутра çăмăллатнă кредитпа 19, 5 миллионлăх, республика лизингĕпе 4, 5 миллионлăх, харпăр хăйсен укçипе 3 миллиона яхăн тенкĕлĕх. Çав шутра МТЗ-1221 маркăллă тăватă трактор, МТЗ-82, 1 – виççĕ, К-701 – иккĕ, тыр-пул пуçтарса кĕртмелли “Класс-Медион”, “ДОН-1500Б” (бŸу) комбайнсем, çĕр улми туса илмелли машинăсем икĕ комплект, БДМ (дискатор) – улттă, харăсах темиçе ĕç пурнăçлакан ака агрегачĕ – тăххăр, сарлакан акакан СЗУ-5, 4 ака агрегачĕ тата ытти те.

Кăçал лизингпа 235 миллион тенкĕлĕх, кредитпа 10 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туянма заявка панă. Икĕ ДОН-1500Б, икĕ МТЗ-1221, икĕ МТЗ-82, 1 трактор, пĕр ДТ-75 бульдозер, çĕр улми пухса кĕртмелли икĕ комбайн, дискаторсем, прицеп техники хутшăнĕç.

Автотрактор тата прицеп техникине 13 миллион тенкĕлĕх юсамалла. Çав шутра ака пуçланиччен 9 миллионлăх юсав ĕçĕ тумалла.

– Юлашки вăхăтра çĕнĕ технологи çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакă районта мĕнлерех шайра?

– Ытларах энерги перекетлекен техникăн усси чăнах та самаях. Çакă çĕр улми, сахăр кăшманĕ, тĕш тырă туса илнĕ çĕрте уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртме самаях тăккаланма тивет. Тăкаксем чакнă, тухăçлăх ÿснĕ май çакă виçĕ-тăватă çултан тупăш кÿме пуçлать. Машина-трактор паркĕнче харăс темиçе ĕç тăвакан техника тĕп вырăн йышăнмалла. Çĕнĕ техника туянас, çĕнĕ технологие пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Çакăн валли харăс темиçе ĕç тăвакан 15 ака агрегачĕ, ултă БДМ дискатор, вун пĕр çĕнĕ йышши трактор, вун пĕр ДОН-1500Б комбайн пур. Çав шутра пиллĕкĕшĕ – улăма вĕтетсех пыраканни. Сахăр чĕкĕнтĕрне акса ÿстерсе кăларса тирпейлекен техника комплекчĕ тăваттă. Çав шутра “франц-яйн” комбайн та пур. Çĕр улми туса илес, кăларса пуçтарас ĕçре те çĕнĕ техникăпа усă куратпăр.

Трактор-комбайнсене çĕнетесси республика кăтартăвĕнчен те лайăхрах.

Ресурс перекетлекен технологие пурнăçа кĕртме çулсерен 45 техника единици туянмалла. Вăйлă аталаннă, пысăк хуçалăхсенче харăс темиçе ĕç тума пултаракан сарлака агрегатсемпе усă курма тытăнмалла. Çакă ял хуçалăх продукчĕсене çĕнĕ технологипе туса илме, чылай укçа-тенкĕ перекетлеме май парать.

– Сĕрмелли-çунтармалли материалсен хакĕ ÿссех пырать. Çур аки валли маларах туянса хуратăр-и?

– Паянхи куна ака-суха ĕçĕсене ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем 2700 тонна, 49 миллион тенкĕлĕх туянса кÿрсе килнĕ. Çав шутра дис-топливо 2050 тонна, авто-бензин 600 тонна. Шел, хакĕсем ÿссех пыраççĕ. Анчах хăш-пĕр хуçалăхсем сĕрмелли-çунтармалли материалсем валли кредит илме васкамаççĕ. Хапха умне туй çитессе кĕтеççĕ-ши?

– Илья Вячеславович, калаçушăн пысăк тав. Çур акине кĕске срокра, пахалăхлă ирттерме ăнăçу сунатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 февраля 2007
00:00
Поделиться