Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Апачĕ тутлă пултăр

“Шкулти апатлану – пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр проблема. Çиелтен пăхсан, республикăри ачасен 95 проценчĕ шкулта апатланать пек пулса тухать, анчах чылай ача шкул столовăйĕнчи тата буфетĕнчи апата çимест – тутлă мар, пахалăхсăр, эпĕ вара хальхи вăхăтри мар тенĕ пулăттăм”, – терĕ республика Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă “Вăхăта хакламалла, çынсемшĕн ĕçлемелле” çырура. Çак йĕркесем ачасен ашшĕ-амăшне самай шухăшлаттараççĕ. Ахальтен мар ку ыйтупа çыхăннă çырусем редакцие те килеççĕ.

Ял ятне кăтартмасăр пĕринпе паллашар-ха. “Шкул столовăйĕн буфетĕнче райпо лавккинчен пырса паракан пылак çимĕçсене сутаççĕ. Шăккалад, вафли, типĕтнĕ çĕр улми (“чипсы”), козинаки, кириешки тата ытти те. Сăрапа ĕçмелли типĕтнĕ пулă таранчченех пур. Ачасем вĕсене туянаççех. Типĕлле çисе аппетита пĕтереççĕ. Паллах ун хыççăн столовăй апатне çиме кăмăлламаççĕ. Мĕншĕн пĕреххут буфетра çемçе булка-кукăль çеç сутмаççĕ-ши”? Алă айĕнчи тепĕр çырупа та паллаштармасăр хăварма пултараймастăп. “Чун ыратнăран, тарăхнăран сиртен пулăшу ыйтасшăн. Шкул буфетĕнче шампанский сутаççĕ. Пултăр детский. Ачасене шкул саккинчен ĕçме вĕрентмеллеим-ха? Çуртра ашшĕ çак шĕвекпе туслă пулни те тарăхтарать. Çавнашкал буфет кирлех-ши шкулта? Урă пурнăçшăн кĕрешни пулмастех çакă. Ята-шыва кăтартмастăп. Тавăру пуçа та çийĕ”. Иккĕшĕ те пăшăрхантаракан çырусем. Уйăхсерен амăшĕсем ачисене шкул столовăйĕнче çиме укçа парса яраççĕ. Анчах çакă çеç тивĕçтермест вĕсене. Кашни кун буфетран ытти çимĕç туянмалла. Каллех укçа кирлĕ. Пĕр кун 5 тенкĕ, тепĕр кун 10 е ытларах. Çулталăкра пĕр, икĕ хутчен çеç ĕç укçипе тивĕçтерекен кооперативра вăй хуракан ашшĕ-амăшĕн ăçтан укçине çитермелле? Харăсах шкулта çемьерен темиçешер вĕренекенни пулсан тата. Ача ăнланмасть. Пенси илекен аслашшĕ-асламăшли буфетран курупкаллă конфет та туянма пултарать. Теприн çиес килмест-им. Çавăнпа кирлех-ши шкулта буфет. Çак ыйтăва ашшĕ-амăш канашĕн татăклă татса памаллах. Енчен те шкулти апат менюне улăштарса тăрсан, иккĕмĕш блюдăсене салатсемпе парсан (вĕренекенсен вăйĕпе пахчара çитĕнтернĕ купăста, çĕр улми, кишĕр, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, тăварланă хăяртан тума пулать вĕсене) ача апата тиркеместех, шăпах çапла тума тăрăшаççĕ те Ыхра Çырминчи вăтам шкулта. Яшка пĕçермеççĕ унта. Тĕрлĕ салатпа иккĕмĕш блюда сĕнеççĕ. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта та апата тăрăшса пĕçереççĕ. Икерчĕ таранччен параççĕ кунта. Çакнашкал апатсенчен ачасем пăрăнмаççĕ. Шкул ертÿçисен, поварсен хăйсен те пĕтĕмлетÿ тумалăх пур. Ачасем мĕн килĕштернине пĕлеççех вĕсем. Шухăша пĕтĕмлетме каллех Президент çырăвĕ патне таврăнас килет: “Республикăра тĕллевлĕ (сывă апатлану) программăна хăвăртлатса пурнăçламалла. Унпа пĕрлех вĕренÿ заведенийĕсенче типĕтнĕ çĕр улмипе сникерссем тата кола сутакан буфетсемпе ларексене ĕçлеме чармалла. Вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисем, вĕренÿ заведенийĕсен директорĕсем, медицина ĕçченĕсем экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă ĕçмелли шывпа, вырăнти чĕр тавартан хатĕрленĕ тутлă салатсемпе, сĕт-турăх продукчĕсемпе тата çăкăр-булкăпа тивĕçтерессине йĕркелеме пултараççĕ, тивĕç те”.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 февраля 2007
00:00
Поделиться