Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп тĕллев – хăрушлăха сиресси

Районти шалти ĕçсен пайĕн кашни службиех хамăр тăрăхра лăпкă та тăнăç пурнăç пултăр, хура ĕçпе çыхăннисен шучĕ чактăр тесе тимлет. Вĕсенчен пĕри – милицин обществăлла хăрушсăрлăх служби. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ райшалĕçпайĕн маларах асăннă служба начальникĕпе, милици майорĕпе Игорь Михайлович Киргизовпа тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусем тавра калаçу пуçарнă.

– Игорь Михайлович, вырăссен “Манăн милици мана хÿтĕлет” текен каларăшĕ пур. Çакна пурнăçа кĕртме паян сирĕн мехел, вăй-хăват çителĕклĕ-и?

– Йĕрке хуралĕ пуçланса кайнăранпах пакунлисем обществăлла йĕркелĕхшĕн, тăнăçлăхшăн, преступление чакарассишĕн тăрăшнă. Çакă хăех çынсен пурнăç ырăлăхĕшĕн тимлени. Хальхи вăхăтра кирек мĕнле ĕçе те оперативлă татса пама майсем çителĕклĕ темелле. Çулсеренех хамăрăн профессилле ăсталăха ÿстерни çеç кирлĕ.

– Хăвăр служба пирки пайăрлăрах калаçу пуçарас пулсан, 2006 çул пирки еплерех пĕтĕмлетÿ тунă пулăттăр? Ыттисемпе танлаштарсан вăл мĕнпе палăрса юлчĕ-ши?

– Пирĕн ĕçре вырăнсенче халăхпа курса калаçни, профилактика ирттерни питĕ курăмлă та, витĕмлĕ те темелле. Çак енсене тĕпе хурса ĕçленĕрен иртнĕ çулхи кăтартусем начар мар темелле. Милицин обществăлла хăрушсăрлăхĕ енĕпе çулталăк тăрăшшĕпе 279 преступление шута илнĕ. Вĕсенчен 87, 8 процентне уçса панă. Çакă пĕлтĕрхи шайран та, райшалĕçпайĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕнчен те пысăкрах. Пĕрре айăпланă хыççăн тепре преступлени çулĕ çине тăрасси, ÿсĕрле хура ĕçпе çыхăнни, обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси маларахри çулпа танлаштарсан палăрмаллах чакнă.

Çулталăк тăрăшшĕпе тĕрлĕрен сăлтавпа çынсене административлă майпа айăпланă тĕслĕхсем те чылай. 2006 çулта 7618 çын ячĕпе протокол çырнă.

– Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăхăнмасăр çырнă фактсем те йышлă-и?

– Çителĕклех. Урамсене, обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртсе хăтлăх тытса тăманшăн çеç милици сотрудникĕсем 490 çын ячĕпе протокол çырнă. Ку кăтарту виçĕм çулхинчен икĕ хут та ытларах! Калас пулать, ку ыйтупа кăçал та çине тăрсах тимлетпĕр. Кашни кил-çурт умĕ, кашни урам, ял тирпейлĕ те кăтартуллă пултăр.

Хăйсен пайтишĕн килте эрех туса сутакансем те çав-çавах чакмаççĕ-ха. Пĕлтĕр çак сăлтавпа 41 çынна айăпланă, 2, 5 пиншер тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

Усал ĕçпе явăçнисене кăçал та “капкăна” çаклатрăмăр. Алманчăра çеç сăмакун сутакан виçĕ хĕрарăм ячĕпе протокол çырма тиврĕ. Ишлĕри пĕр кил хуçи-усламçă вара мухмăр-сухмăрпа аптăранăскерсене “Трояр” сутать. Йĕркеллĕ çынсем вара унпа ваннăйра çăвăнаççĕ. Нивушлĕ çынлăха çухатса тепĕр çынна ăспа-тăнпах çапла усал тумалла;

– Вырăнсенче оперативлă лару-тăрăва пĕлсе, йĕрлесе тăракансем – участоксенчи милици уполномоченнăйĕсем. Ĕçре вĕсен витĕмĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

– Тĕрĕссипе ялсенче профилактика мероприятийĕсем ытларах вĕсен вăйĕпе иртеççĕ. Уполномоченнăйсен хăйсен участокĕсенчи кашни çемьен хуйхи-суйхине, савăнăçне, йывăрлăхне, хирĕçтăруне пĕлсе, шута илсе тăмалла. Çавăн чухне çеç преступниксен шучĕ чакма пултарĕ. Сăмахран, çулталăк тăрăшшĕпе вĕсене граждансенчен 521 ыйту кĕнĕ, 176-шĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.

– Игорь Михайлович, май пуррипе усă курса, хаçат вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Кирек мĕнле чире те сиплеме йывăр, анчах унран асăрханма çăмăлтарах. Преступлени тăвассипе те çавах. Çавăнпа та районта йĕркелĕхе, тăнăç пурнăçа тума пулăшаканĕсем уйрăм çынсем. Малашне те çакна тĕпе хурса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 февраля 2007
00:00
Поделиться