Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пристав ĕçĕ витĕмлĕ те, курăмлă та пултăр

Хамăр ĕçри тепĕр çулталăка пĕтĕмлетÿ тумалли вăхăт çитрĕ. 2006 çул пирĕншĕн ăнăçлисен шутĕнче пулчĕ темелле. Маларахрипе çулпа танлаштарсан, пур енĕпе те кăтартусем лайăхланнă. Суд приставĕн исполнителĕсем пĕлтĕр 4464 производство ĕçне пăхса тухса вĕçне çитернĕ. Ку вăл мĕн пур ĕçĕн 96, 7 проценчĕ пулать. Çулталăк тăрăшшĕпе 24762828 тенкĕлĕх укçа шыраса илсе панă. Парăмçăсенчен 2776959 тенкĕлĕх пурлăхне арестленĕ.

Отчетлă тапхăрта пирĕн пристав-исполнительсен ячĕпе судра виçĕ жалоба пăхса тухнă, анчах вĕсенчен пĕри те тÿрре тухса пурнăçа кĕреймен. Çакă, паллах, пирĕн ĕçченсен профессилле ăсталăхĕ çултан çулах ÿссе пыни, вĕсен тÿрĕ чунлăхĕ çăмăл мар ĕçре хăйсен тивĕçне парăнса пурнăçлани пирки калать.

Пирĕн пата кĕнĕ кирек мĕнле ĕçе те саккунлă майпа татса пама тивет. Хăш-пĕр пуçтахсем суд приставĕн саккунлă йышăнăвĕсене пăхăнасшăн мар, пурнăçламаççĕ. Федераллă саккунăн “Об исполнительном производстве” текен 87 статйине тĕпе хурса пĕлтĕр 162 производство пирки парăмçăсене 292000 штраф панă. Укçине пурне те бюджета куçарнă.

Пристав ĕçĕ витĕмлĕ те, курăмлă та пултăр тесен кăçал пирĕн пĕлтĕрхинчен те пикенерех, тăрăшуллăрах, конкретлăрах ĕçлемелле. Çакă кашни ĕçченĕн пирвайхи тивĕçĕ. Çак шухăшсенех итоглă канашлура суд приставĕсен Федераллă Служба управленийĕн руководитель çумĕ А.Иванов та çирĕплетрĕ, иртнĕ çулхи ĕçе лайăхпа хакларĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 февраля 2007
00:00
Поделиться