Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырана хăвармасăр пурнăçламалла

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче паян район умĕнче тăракан чи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Акă, сăмахран, районти чрезвычайлă лару-тăру тата гражданла хÿтĕлев пай пуçлăхĕ Г.Седойкин хуçалăхсенче, кооперативсенче инкек-синкекрен асăрханса электролини пыракан вырăнсенче хÿтĕлев зонисем тумалли пирки асăрхаттарнă. Çавăн пекех вăл уртаракан чиртен асăрханмаллине те каланă. Красномайскинче урнă тилĕ тупни ыттисемшĕн асăрханмалли сăлтав пулмалла.

Планеркăра коммуналлă службăн паянхи ĕçĕ-хĕлне те тишкернĕ. Кун пирки унăн начальникĕ Н.Краснов кĕске отчет тунă. Вăл коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра укçа тÿлемен çынсем, электроэнергине сĕмсĕррĕн вăрлакансем пирки те сăмах пуçарнă. Планеркăра малашне пĕтĕмĕшле йĕркене пăхăнман çакнашкал çынсене административлă комиссире пăхса тухма сĕннĕ.

Район больницин тĕп врачĕ Н.Тинюков сывлăха сыхлас ĕçри паянхи лару-тăру пирки хыпарланă. ОРВИ чирĕ майĕпен пирĕн тăрăха та çитни сисĕнет. Хальлĕхе çак диагнозпа 196 çын чирлĕ. Ăна вăхăтра парăнтарма, сипленме районта медицина препарачĕсем çителĕклĕ.

Планеркăра çавăн пекех район центрĕн тирпей-илемĕ, культурăлăхĕ, çÿп-çап тăкмалли урнăсемпе контейнерсене вăхăтра пушатасси пирки те ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Кунтах район бюджетне налуксенчен кĕрекен укçа мĕнле пуçтарăнса пыни, “Çĕнĕ шкул” Президент программине районта епле пурнăçлани, ачасен юрă-ташă фестивальне хатĕрленни пирки те сÿтсе явнă. Ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрăва та тишкернĕ. Хальхи вăхăтра акмалли вăрлăхсен 80 проценчĕ кондициллĕ. Хуçалăхсенче аш-какай, сĕт туса илессипе те пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен кăтарту самай пысăк. Выльăхсен шучĕ те ÿснĕ.

Планеркăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă, кун йĕркине лартнă кашни ыйтупах ертÿçĕсене, яваплă çынсене тивĕçлĕ йышăну тума каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 февраля 2007
00:00
Поделиться