Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ир тăракан çерçи тулă пĕрчи тупнă

Çурхи çанталăк çурма ăслă, тенĕ ваттисем. Кăçалхи хĕл кунĕсем пĕрре те çуркуннерен кая пулмарĕç. Кăрлачра та ака уйăхĕ евĕр çанталăк тăчĕ. Юрать-ха уйăх вĕçĕ юрпа сивĕ парнелерĕ. Çанталăкĕ кирек мĕнле пулсан та вăхăт хăйĕннех тăвать. Кунсем вăрăмланни те çур аки çывхарнине систерет. Икĕ уйăхран уй-хир машина-трактор сассипе тулĕ. Хуçалăхсенче çак яваплă тапхăра кĕтсе илме мĕнле хатĕрленеççĕ-ха? Шăпах çак ыйту тавра калаçу пуçартăмăр та АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пайăн тĕп агрономĕпе В.Алексеевпа.

– Владислав Иванович, калаçăва иртнĕ çулхи кăтартусенченех пуçлар-ха.

– Ял хуçалăх ĕçĕ хресченшĕн нихăçан та çăмăл пулман. Пĕлтĕр те çавах. Çур аки те, вырма та йывăр экономика условийĕсенче иртрĕç. Промышленность продукцийĕн, сĕрмелли-çунтармалли япаласен хакĕ ÿссех пырать, укçа-тенкĕ, пурлăхпа техника хатĕрĕсем çителĕксĕр тата ытти те. Апла пулин те ял ĕçченĕсем палăртнинчен чылай пысăкрах тухăç илме пултарчĕç. Кашни гектартан 25, 5 центнер тĕш тырă туса илтĕмĕр. Хуçалăхсен пÿлмине мĕн пурĕ 36973 тонна тĕш тырă кĕчĕ. Ку вăл республикăри 21 районта туса илнĕ мĕн пур тыррăн 10 проценчĕпе танлашать. Ку енĕпе республикăра иккĕмĕш вырăна тухрăмăр.

“Иккĕмĕш çăкăр” тухăçĕ те савăнтарчĕ. Гектартан 237 центнер тухрĕ. Кун пек пысăк кăтарту юлашки 15 çул хушшинче те пулманччĕ. Мĕн пурĕ – 29491 тонна. Ку хисеп республикăри мĕн пур хуçалăхсен кăтартăвĕн 15-мĕш пайĕпе танлашать. Республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçĕпе те эпирех малта. Кашни гектартан 339 центнер тухрĕ. Пахча çимĕçпе те пире çитекенни пулмарĕ. 2700 тонна туса илтĕмĕр. Гектартан 263 центнер. Хăмла 10, 3 центнер тухрĕ.

– Кăçалхи тухăçшăн паллах, иртнĕ кĕркуннех кĕрешме пуçланă. Ĕмĕт-тĕллевсем мĕнлерех?

– Вăхăт таппипе тан утас тесен ялан çĕннине шырамалла, ĕçе кĕртмелле. Унсăрăн çитĕнÿ пирки ан та шутла. Районĕпе 38183 гектар сухаланакан çĕр. Унтан 18 пинне кĕрхи тата çурхи культурăсем йышăнаççĕ. Мĕн пур лаптăкран 15 пин гектарне сухаласа хăварнă. 6650 гектар çине кĕрхи культурăсем акнă. Кун пекки юлашки вунă çул хушшинче пулманччĕ-ха. Кĕрхи культурăсем пысăк тухăç панине пула çапла тăвас терĕмĕр. Акă, пĕлтĕр кĕрхи тулă гектартан 32, 1 центнер тухрĕ, çурхи 19, 4 çеç. Уйрăмлăхĕ самаях. Урпа кашни çулах тулăран икĕ центнер ытларах тухăç парать. “Труд”, “Красное знамя”, Ленин ячĕллĕ, “Батыревский”, “Хастар”, “Дуслык” хуçалăхсенче кĕрхи культурăсен уссине ăнланса çитнĕ ĕнтĕ.

– Паян ял хуçалăхĕнче ресурс перекетлекен çĕнĕ технологи çине куçасси пирки сăмахлаççĕ. Пирĕн çĕрсем çинче ку технологи вырăнлах-ши?

– Юлашки çулсенче хуçалăхсенче çĕнĕ технологи çине куçасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çĕрĕн çиелти сийне çеç сухалассипе ĕçлеме пикеннĕ ĕнтĕ. Хура пусăн та усси пысăк. Ресурс перекетлекен технологипе “Труд” хуçалăхра унчченех ĕçлесе курнă. Пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнса ĕçлесен çĕнĕ технологин усси пысăк. Анчах хальлĕхе унпа ĕçлеме пур хуçалăх та хатĕр мар-ха, çĕнĕ техника туянма кĕмĕлĕ те çитмест. Малтанласа киввине çĕнетсе ĕçлеме май тупсан та аван. Ку енĕпе хуçалăх ертÿçисемпе, агрономсемпе канашлу ирттернĕ.

– Паха вăрлăх – пысăк тухăç никĕсĕ. Районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

– Кăçалхи çур аки валли планпа 3504 тонна вăрлăх хатĕрлемеллеччĕ. Ытлашшипех 3804 тонна хывнă. Сортлă вăрлăх туса илекен хуçалăхсенче сутлăх та пур. 840 тонна пысăк репродукциллĕ вăрлăх упранать. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур вăрлăха 100 проценчĕпех тĕрĕслеттернĕ, 90-шĕ кондицие ларнă. Улма-çырла питомникĕнче, “Исток”, “Родник”, “Дуслык”, Ленин ячĕллĕ, “Батыревский”, “Чемен” хуçалăхсенче вăрлăх уйрăмах пахалăхлă. Ÿсен-тăран вăррисемпе çÿпĕленнисем те пур. “Мир”, “Сидели” хуçалăхсенче кун пек вăрлăх самаях.

Хуçалăхсенче вăрлăх хатĕрлесси малалла пырать. Сортсене çĕнетессипе те ĕçлеççĕ.

Çĕр улми вăрлăхĕ 4500 тонна хатĕрленĕ. Вăл аванах упранать. Нумай çул ÿсекен курăксен вăррисене тĕрĕслеттерес ĕçе хăвăртлатмалла. Хальлĕхе ăна “Первомайск”, “Дуслык” хуçалăхсем çеç тĕрĕслеттернĕ. Вăхăт пире кĕтмест, васкамалла.

– Хуçалăхсенче çур акине хатĕрленес ĕçсем начар мар пыраççĕ. Апла эсир кăçал та республикăра çĕнтерес шанчăка çухатмастăр?

– Ĕмĕт çунатлă, шанчăкпа хăватлă теççĕ. Шанăçа тÿрре кăларасчĕ. Çапла тума районти тыр-пул ăстисен пур майсем те çителĕклĕ.

– Владислав Иванович, тавах калаçушăн. Çапла пултăрччĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 февраля 2007
00:00
Поделиться