Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçе – суда, ирĕксĕрлесе йышăну тума

Районти шалти ĕçсен пайĕнчи следстви уйрăмĕнче ĕçлекенсен темĕнле ĕçе те вĕçне çитерме тивет. Кăçалхи январĕн 16-мĕшĕнче, сăмахран, 15655-мĕш номерлĕ уголовлă ĕçе медицина тĕлĕшĕнчен çирĕплетес, ирĕксĕрлесе йышăну тума район судне яма постановлени кăларма тиврĕ. Мĕнле фактпа тата кампа çыхăннă-ха вăл?

2006 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче çынсем пурте тутлă ыйхăра чухне, çурçĕр çитеспе А.Коновалов “Трудовик” ял хуçалăх производство кооперативне кĕрекен Тури Чакăри сысна фермине чÿречерен кĕрсе чĕрĕ виçи çĕршер килограмм таякан çулталăкри икĕ сыснана пуртăпа касса вĕлернĕ, унтан пайăн-пайăн илсе тухнă. Çапла вара вăл асăннă хуçалăха 12 пин те 750 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, РФ Уголовлă Кодексăн 158 статйин 2 пайĕн “Б” пункчĕпе килĕшÿллĕн айăплава тивĕçнĕ.

Следстви вăхăтĕнче преступление çирĕплетекен çыннисем, актсем, тĕрлĕрен хут çителĕклех пулчĕç. Вĕсене постановленире вун тăватă пунктпа çырса панă. Кунта чăнласах та преступник чÿречерен кĕрсе чĕрĕ сыснасене вакласа çунапа килне илсе кайнă чухне юн йĕрĕсем те пулнă. Милицисем килĕнче те çавнашкал йĕрсенех курнă: верандăри çуна çинче тин çеç вакланă сысна тушки выртнă, кил хуçин тумтирĕ те йăлтах юнпа вараланнă. Урăхла каласан, вăррăн хура ĕçрен пăркаланма, тÿрре тухма нимĕнле май та, сăлтав та пулман. Анчах следстви вăхăтĕнчех вăрлакан çыннăн тепĕр енĕ те палăрнă. Вăл Патăрьелĕнчи тĕп больницăра психиатр патĕнче шутра тăрать иккен. Амбулатори психиатри суд экспертизи ирттернĕ хыççăн Коновалов çак ĕçе тунă чухне ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕп мар пулнине кăтартса панă. Хальхи вăхăтра та вăл çав айăпа хирĕçленине шута илсе те ăна ирĕксĕрлесех ятарлă стационарта сиплеме йышăнма ĕçе суда яма хатĕрленĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 февраля 2007
00:00
Поделиться