Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхма ен çамрăкĕсен çитĕнĕвĕсем

Патăрьелĕнчи ачасемпе яшсен спорт шкулĕнче пултарулăха ÿстерекенсем район тулашĕнчи чылай ăмăртусенче пулса пысăк çитĕнÿсем турĕç.

Çĕнĕ Шупашкарта Чăваш Республикинчи хĕллехи велокросс енĕпе ăмăртакансен пĕрремĕш этапĕ иртрĕ. Унта В.Афанасьев тренер ертсе пынипе Нăрваш Шăхаль яшĕсем хутшăнчĕç. Анатолий Матвеев хăйĕн тантăшĕсене пурне те кая хăварса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Владислав Афанасьев вара хăйпе пĕр çулхисен хушшинче хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тивĕç пулчĕ.

Шупашкарта шкул ачисен хушшинче Президент парнине çĕнсе илессишĕн IX спартакиада шучĕпе кире пуканĕ çĕклекенсем вăй виçрĕç. Унта пирĕн районтан çичĕ яш тупăшрĕ. Чи пысăк çитĕнÿ тăваканни Нăрваш Шăхаль атлечĕ Борис Головцов пулчĕ. Вăл хăй виçипе ăмăртакансенчен чи нумай йăтрĕ, чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Феликс Туктинпа Алексей Кузьмин (Сăкăт), Юрий Васильев (Аслă Чемен) иккĕмĕш, Павел Краснов (Первомайски вĕрентÿ центрĕ) виççĕмĕш призер пулса тăчĕç. Юхма ен команди вара иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Канаш районĕнчи Шăхасанта яшсемпе хĕрсем хушшинче алă вăйне виçессипе (армспорт) Чăваш Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Ку ăмăртусене районтан çирĕммĕн хутшăнчĕç. Вĕсем пурте чемпионат призерĕ шутне кĕчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем И.Алеев тренер ертсе пынипе Ильнар Кучатов, Андрей Семенов, Араслан Алеев, Юлия Калмыкова, Алсу Алеева, Турханта Л.Бахмисов патĕнче спорт пултарулăхне туптакансем Оксана Бузакинăпа Игорь Куприянов тата Çĕнĕ Ахпÿртре вĕренекен Ира Мартышкина хăйсен виçипе ăмăртакансене пурне те çĕнтерсе республика чемпионĕсен ятне çĕнсе илчĕç. Сакăр спортсмен иккĕмĕш призерсем пулчĕç. Ытти виççĕшĕ – виççĕмĕш вырăнта. Яшсемпе хĕрсен çак çитĕнĕвĕсем район командине пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме май пачĕç. Çак çитĕнÿсем спортсменсене те, вĕсен тренерĕсене те пысăк чыс кÿреççех.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 февраля 2007
00:00
Поделиться