Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен пухăвĕн ларăвĕ

Февралĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç. Чылай чухнехиллех вĕсем кун йĕркинче сахал мар ыйту пăхса тухрĕç. Паллах, пурте район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе, малашлăхĕпе çыхăннăскерсем. Чи вырăнли – район шайĕнче кÿлĕннĕ “халăх тарçисем” кашни ыйтупах тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ йышăну проекчĕсемшĕн пĕр саслă пулса сасăлани.

Район Пухăвĕн депутачĕсем шухăшпа икĕ пая уйрăлманни, йÿпленменни пирĕншĕн, район халăхĕшĕн, паха. Мĕншĕн тесен ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатмалли, лайăхлатмалли кирек мĕнле ыйту та вĕсен “лаççинче” туптанса, хатĕр пулса тухать-çке.

Лару Раççей Федерацийĕн “Вĕрентÿ çинчен” калакан саккунĕн 59 статйипе килĕшÿллĕн кашни вĕрентекенех хаçат-журнал, кĕнеке илме саплаштару укçи пама йышăнчĕ.

Малалла район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕнче райадминистрацин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Г.Иванова приватизациленĕ хваттерсене Патăрьел районĕн муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр реестрĕнчен кăларассипе, район пурлăхне 2007 çулта приватизацилемелли прогнозлă планпа паллаштарчĕ.

Район шайĕнче социаллă программăсене, халăха хÿтĕлемелли ыйтусене яланах пĕлтерĕшлисен шутне кĕртнĕ. Депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче те çакă сисĕнчĕ. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф.Майорова пысăк ыйтусемпе депутатсем умне тухнă хыççăн залта унтан та кунтан сассем илтĕнчĕç. Кун валли сăлтавĕ те пулчĕ. Фаина Аркадьевна харăсах икĕ программăпа паллаштарчĕ. Пĕри – “Аслă ăру”, тепри – “Çемье” (вăл 2007-2010 çулсем валли хатĕрленĕскер). Тĕпрен илсен унăн шăнăрне, тĕллевне депутатсем ырларĕç, каллех пĕр саслăн йышăнчĕç. Район пуçлăхĕ Н.Глухов вĕсене халăхпа тата тĕллевлĕрех ĕçлемелли программăсене ăнланса хапăл тунăшăн тав турĕ. Эппин, малашне ытти программăсемпе юнашар вăл мĕнле пурнăçа кĕнине çеç йĕркелемелле.

Ларура çавăн пекех “Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ” ятăн положенине улшăнусемпе хушусем кĕртесси тата ытти хăш-пĕр ыйтусене пăхса тухса пĕр саслăн татса пачĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 февраля 2007
00:00
Поделиться