Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алăри аллă пус Мускаври тенкĕрен хаклă пултăр

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министрĕ Алексей Гордеев пирĕн республика аталанăвне питĕ пысăк хак панă: “Чăваш Ен – ял хуçалăхĕ уйрăмах ăнăçлă аталанакан регионсенчен пĕри. Республика чăн кăтартусене çĕнсе илнĕ, вăл “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе чи лайăх регион шутланать, çакна статистика кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ – ашкакай, сĕт туса илесси ÿсме пуçланă.

Чи пĕлтерĕшли: ялта пурăнакан тата хушма хуçалăх тытакан çынсем çăмăллăхлă кредитсем илме пуçларĕç...”

Çакнашкал пĕлтерĕшлĕ хак панă сăмахсене кашни отрасльпех калама пулать. Вĕрентÿре те, медицинăра та, промышленность аталанăвĕнче те ырă улшăнусем пайтах. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура шăпах пĕрлехи вăйпа туса ирттернĕ ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе вырăнсенче тĕрлĕрен çĕнĕлĕхе епле йышăнса пурнăçланине каланă.

Февралĕн 7-мĕшĕнче, юнкун, районта иртнĕ информаци кунĕнче те вырăнсене тухса халăхпа тĕл пулнă ушкăнсем Чăваш Ен Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура çав тĕп шухăшсене аталантарчĕç. Информаци ушкăнне ЧР Физкультура, спорт, туризм министрĕ А.Николаев ертсе пычĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов кĕскен районти лару-тăрупа, информаци кунĕн тĕллевĕпе паллаштарнă хыççăн, тăватă ушкăн вырăнсене тухса кайрĕ.

Алманчă ял тăрăхĕнче харсăр та ĕçчен, пултаруллă халăх пурăнать. Хуçалăхĕ тĕреклĕ пулни, ял йĕркеллĕ аталанса пыни Алманчăсене мĕскĕнленме памасть. Ял тăрăхĕн активĕпе, шкул коллективĕпе тĕл пулнă чухне те вĕсем малашне те Республика Президенчĕ, район пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене, программăсене пурнăçласа пырасса каларĕç, ЧР Физкультура, спорт, туризм министрне, район пуçлăхне хăйсене кăсăклантаракан тĕрлĕ ыйту пачĕç, Республика Президенчĕн Çырăвне малашне те тĕпе хурса ĕçлеме пулчĕç.

Кзыл Чишма ял тăрăхĕнчи тĕл пулусенче те, Красномайскинче те информаци кунне хутшăннисем ял халăхĕпе уççăн калаçнă, малашнехи пурнăçа лайăхлатмалли тĕллевсене сÿтсе явнă.

“Фармация” патшалăх унитарлă предприятин генеральнăй директорĕ В.Филимонов ертсе пыракан информаци ушкăнĕ Турхан тăрăхĕнче, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи С.Скворцов ертсе пыракан ушкăн Туçа тăрăхĕнче тĕрлĕ ĕç коллективĕпе тĕл пулнă, паян кун çĕр ĕçченне, медицина работникĕсене, вĕрентекенсене кăсăклантаракан ыйтусене сÿтсе явнă, çавăн пекех уйрăм çынсен ыйтăвĕсене хуравланă.

ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилинăпа АПК предприятийĕсен хутшăнăвĕсене йĕркелекен пай начальникĕ М.Калмыков ертсе пыракан ушкăн ытларах ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлерĕ темелле. Çак тĕллевпе вăл чăн малтанах “Малалла” ял хуçалăх эртелĕнче вăрлăх аллакансемпе тĕл пулчĕ. Вун çичĕ çул асăннă хуçалăха М.Петров ертсе пырать, ку таранчченех вăл ăна пĕр тикĕс аталантарать. Ял ĕçченĕсем вăхăтра шалу илеççĕ, выльăх апатĕнчен, тырă-пулăран та татăк тăмаççĕ. Çавăнпахтăр Михаил Владимирович хуçалăх ĕçченĕсемпе тĕл пулнă чухне алăри аллă пусах Мускаври пĕр тенкĕрен хаклă пулнине каларĕ. Иртнĕ çул çак ял тăрăхĕнче аллă çемье “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе çăмăллатнă кредит илнĕ. Çĕнĕ çулта та çак ĕç кал-кал пуçланнă. Хальлĕхе çакнашкал шухăшлисем вунă çемье. Пурăнмалли çурт-йĕр программипе усă курнă çемьесем те пур.

Министерство кунĕ районта ăнăçлă, витĕмлĕ, тухăçлă иртрĕ. Чылай ыйтусене пăхса тухса вĕçне çитерме тăрăшрĕç информаци ушкăнĕсен членĕсем.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 февраля 2007
00:00
Поделиться