Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ахрăм

Кăнтăр районĕсен пуçлăхĕсем çул ыйтăвĕпе калаçнă

Февралĕн 6-мĕшĕнче республикăри строительство министерстви çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн ЧР Президенчĕн автомобиль çулĕсене тăвас ĕçе хăвăртласси çинчен калакан Указне пурнăçласа килĕшÿллĕн министр çумĕ А.Лепилин Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски район пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă. Канашлăва çавăн пекех çул тăвас енĕпе яваплă организацисен ертÿçисем те хутшăннă.

Александр Иванович иртнĕ çул Президент Указне мĕнле пурнăçланипе тата кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарнă.

Кунтах финанс, проектпа смета документацийĕсемпе вăхăтра тивĕçтерес, производство базисене çирĕплетес, строительство материалĕсене çителĕклĕ хатĕрлес ыйтусене те çивĕчлетнĕ.

“Алтăр çăлтăр” сăвăçа çул кăтартаканĕ пултăр

Кÿршĕ Тутарстанра çуралса йăл илнĕ çак сăвăç. Халĕ Р.Гайфин çемйипе Ыхра Çырминче тымар янă. Хисеплĕ те юратнă бабай ята темиçе çул каяллах илтнĕ вăл. Çапах Ринас Вагизович творчество каçалăкĕнче çамрăк чухнехи хастарлăхне хавшатмасть. Нумай пулмасть перо ăстин “Алтăр çăлтăр” ятпа черетлĕ кĕнеки вулакан патне çитнĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнă йĕркесем пĕрин хыççăн тепри çăмăллăн вуланаççĕ. Хăйĕн пултарулăхне учительтен пуçласа аслă шкулти аслă çынсемпе юнашар лартса шайлама çитернĕ журналистшăн черетлĕ “Алтăр çăлтăр” çул кăтартаканĕ пултăрах.

Иккĕмĕш хут анне пулнисем ытларах

Ача çулталăкĕн пĕрремĕш уйăхĕ хыçа юлчĕ. Пуçламăшĕ начар мар темелле. Вунă амăшĕ пĕрремĕш хут çăмăлланнă, вун улттăшĕ çемьене тепрер йăмăкне е шăллĕне илсе килнĕ, пиллĕкĕшĕ Турă калашле виççĕмĕш хут алла “çĕнĕ кайăк” тытнă. Сак тулли ачашăн хапăл пулнисем пурри те савăнтарать. Çуратакансенчен больницăран тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш хут ачапа тухакансем те пур.

Çапах малашлăх та шухăшлаттарать. Кăрлачра пĕрлешнĕ çамрăксем пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен виçĕ мăшăр сахалтарах. Яваплă утăма тума васкамаççĕ-ши;

Çĕр ĕç фирминче улăм ури кĕлленнĕ

Юнкун каçхине сакăр сехетсем иртсен “Ишаки” агрофирма хирĕнче сасартăк пĕлĕтелле çăра тĕтĕм йăсăрланса хăпарнă. Ун хыççăн нумай та вăхăт иртмен, улăм ури питĕ хăвăрт çатăртатса çунма пуçланă. Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мĕн пурĕ аллă тонна ытла выльăх апачĕ туххăмрах кĕл купине çаврăннă. Хальлĕхе инкекĕн сăлтавĕ пайăрлă мар-ха.

Асăрханăр! Кĕтнинчен маларах та çитĕ

Кăçалхи хĕл вылянчăк хĕр кăмăлĕ пек: пĕр вăхăт çуркунне евĕр ăшă тăрать, унтан сасартăк сивĕтсе ярать. Этем ÿт-пĕвĕ кирек мĕнле хăнăхса ĕлкĕртĕр...

Медицина ĕçченĕсем, специалистсем сăнаса çирĕплетнине ĕненсен кăçал пирĕн тăрăха грипп чирĕ кăшт каярах, нарăс вĕçĕнче, пуш пуçламăшĕнче килсе ерме пултарать-мĕн. Хăш-пĕр шкулсенче паян уйрăм ачасем çак чире парăнтарайманнине шута илсен, вăл кĕтнинчен маларах та çитĕ. Çавăнпа та пурин те асăрханмалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
12 февраля 2007
00:00
Поделиться