Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбиляр ячĕпе

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Предмета вĕрентекенсем унта кашни класс ачине явăçтарма тăрăшрĕç.

Поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата пултарулăхĕ тăрăх кроссворд, ребус, сюжетлă ÿкерчĕк тăвас конкурсра 9-мĕш “б” класри К.Солдатовăпа А.Иванова, 6-мĕш “а” класри В.Горбунова ĕçĕсем ыттисенчен ăста та çыпăçуллăрах пулнине палăртмалла. Икĕ çиччĕмĕшпе икĕ саккăрмĕш класс хушшинче КВН-ăмăрту ирттерни вĕренекенсен хастарлăхне, пĕлĕвĕпе ăсталăхне туптама май пачĕ. 7-мĕш “б” класри “Чăваш чĕкеçĕсем” ушкăнĕ чи-чи маттурри пулса диплом илме тивĕçрĕ.

Петĕр Хусанкай – чăваш халăх поэчĕ. Вăл ăста лирик, куçаруçă. Кам пĕлмест-ши вăл вырăс классикĕсене чăвашла куçарнине? А.Пушкинăн “Евгений Онегин” сăвăлла романне, А.Грибоедовăн “Ăса пула инкек” пьесине, У.Шекспир çырнă “Ромеопа Джульетта” сăвăлла трагедине вуламан шкул ачи çукпа пĕрех ĕнтĕ. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем поэтăмăр хăй çырнă тата куçарнă сăвăсене илемлĕ, итлекенсене тыткăнламалла пăхмасăр калассипе вулакансен конкурсĕ эрнене илем кÿчĕ. Т.Паймукова (8-мĕш класс) “Таня” поэмăн пĕр сыпăкне, С.Дергунова (6) “Арион”, Т.Иванова (11) “Пĕчченех эп çул çине тухатăп” сăвă-куçарусем итлекенсен кăмăлне хускатрĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне район конкурсĕнче кăтартрĕç.

Çавăн пекех юбиляр ячĕпе “Пирĕн сасă” компьютерпа хатĕрленĕ хаçатăн черетлĕ кăларăмĕ ачасем патне çитрĕ. Унта тĕрлĕ класра вĕренекенсен сăввисем кун çути курчĕç. А.Енилина, Э.Самакина, К.Сорокина, Н.Шаймина, Л.Падисова, С.Антипов, Н.Логунова, А.Соловьева çамрăк сăвăçсен пултарулăхĕ аталанса пыни сисĕнет. Вĕсем чăваш чĕлхипе литературине юратса вĕренни, тăван халăх чĕререн хисеплени, унпа мухтанни пурне те савăнтарать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 февраля 2007
00:00
Поделиться