Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурте шутра пулмалла: çĕр те, куçман пурлăх та

Чăваш Республикин Президенчĕ çĕр лаптăкĕсемпе куçман пурлăха патшалăх кадастрне шута илессине вĕçлемелли хушма мерăсем пирки Указ кăларнăччĕ. Çавна май Чăваш Енри патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ку енĕпе туса ирттермелли ĕçĕн калăпăшĕ питех те пысăк. Указ уйрăм çынсене те, юридици сăпачĕсене те пырса тивет. Указа пурнăçламалли мерăсем çинчен район пуçлăхĕпе Николай Иванович Глуховпа пирĕн корреспондент калаçнă.

– Çĕр лаптăкĕсемпе куçми пурлăх объекчĕсене патшалăх кадастрĕпе шута илессине вĕçлемелли хушма мерăсем йышăнни мĕнпе çыхăннă?

– Чăваш Республикинче çĕрпе куçми пурлăха ку чухнехи информаци технологийĕсемпе усă курса шута илессин пĕрлехи системине хатĕрлеççĕ. Çавна май çĕрсемпе куçман пурлăха инвентаризацилеççĕ, патшалăх çĕрĕсене чикĕлеççĕ. Тулли кадастр системине туса хурас, граждансемпе юридици сăпачĕсен харпăрлăх прависене гарантилес, çĕрсемпе, куçман пурлăх объекчĕсемпе лайăхрах усă курас тĕллев лартнă та ĕнтĕ çак Указпа.

– Хăш çивĕч ыйтусене татса паман-ха хальлĕхе?

– Чи çивĕч ыйту – çĕрпе куçман пурлăха шута илмелли пĕрлехи система çукки. Çĕрсем пирки кăтартусем патшалăхăн çĕр кадастрĕнче, куçман пурлăх объекчĕсем пирки вĕсене техникăлла шута илекен организацисенче упранаççĕ. Çавна пула ведомствăсем хушшинче хыпарпа ылмашăнасси йывăр тата вăраха тăсăлать. Çакă граждансемшĕн те, юридици сăпачĕсемшĕн те чăрмавлă, мĕншĕн тесен куçман пурлăха шута илнĕ тата уншăн правасене патшалăх регистрацийĕ тунă чухне кашни системăна уйрăммăн пырса çÿреме тивет.

Иккĕмĕш çивĕч ыйту – электронлă топографи никĕсĕ çукки. Унта вара пĕтĕм çĕрсене, куçман пурлăх объекчĕсене, шута илмен тата туллин усă курман лаптăксене палăртмалла. Топографи никĕсĕ çĕр йĕркелÿ ĕçне, çĕрсене кадастрла шута илессине çăмăллатма май памалла.

Çĕр-пурлăх хутшăнăвĕсенче куçман пурлăхшăн налук хумалли системăра та кăлтăксем нумаййи те çивĕч ыйту пулса тăрать. РФ Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн çĕр налукне çĕр участокĕн кадастр хакĕ тăрăх шутласа хураççĕ. Анчах та çĕрпе куçман пурлăха пĕрлĕхлĕ шута илни, тĕрĕс кадастр хакĕсем çуккипе налук пуçтарассин эффективлăхĕ пĕчĕк.

– Николай Иванович, ку çивĕч ыйтусене епле татса пама пулать?

– Указри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлас тесен ĕç çине системăллă пăхмалла. Патăрьел район администрацийĕ çĕрсене тата куçман пурлăха патшалăх кадастрне шута илессине вĕçлемелли план çирĕплетнĕ. Унта çĕрсене тата куçман пурлăх объекчĕсене инвентаризацилессине аэрофотоÿкерÿ материалĕсемпе усă курса 2008 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Çав вăхăт тĕлнех çĕрсене чикĕлессине те, куçман пурлăх объекчĕсене шута илессине те пĕрлĕхлĕ автоматла информатика системин никĕсĕ çинче пурнăçлаççĕ. Система ячĕ – “Капиталлă строительство объекчĕсен пĕрлехи патшалăх реестрĕ” (ЕПРОКС).

– Тавралăха аэрофотоÿкерÿ туни мĕн тума кирлĕ?

– Чăваш Республикин территорине аэрофотоÿкерÿ 1987-1991 çулсенче тунă. Законодательствăпа килĕшÿллĕн ăна 10 çулта пĕрре çĕнетсе тăмалла. Юлашки çулсенче административлă, рынок, пурлăх хутшăнăвĕсем улшăннипе аэрофотоÿкерÿ кăтартăвĕсем кивелнĕ. Çавăнпа та çĕнĕ электронлă топографи картти кирлех. Ăна ятарлă лицензиллĕ организаци хатĕрлет.

Электронлă карттăра пĕтĕм çĕр лаптăкĕсене, куçман пурлăх объекчĕсене, усă кураканнисене те, хуçасăррисене те, палăртаççĕ. Электронлă картта палăртнă нормăран ирттерсе усă куракан лаптăксене тупма, чикĕлессине йÿнетме, налук хурассипе тĕрĕс йĕркелеме май парĕ.

– Николай Иванович, патшалăхăн çĕр харпăрлăхне чикĕлесси Раççейре малалла пырать. Чăваш Ен Президенчĕ ăна 2008 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме задача лартрĕ. Чикĕлемен çĕрсем районта мĕн чухлĕ юлнă?

– 2007-2008 çулсенче Патăрьел районĕнче патшалăхăн 40 пин гектара яхăн çĕрне чикĕлемелле, Федераллă саккун (№ 53-ФЗ) патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕрсене чикĕлессине çăмăллатать. Унпа килĕшÿллĕн харпăрлăх правине çĕр участокĕ пур вырăнти Росрегистраци органĕнче тÿрех регистрацилеме пулать. Раççей харпăрлăхне кĕмелли çĕрсене Росимущество управленийĕнче, Чăваш Республикин харпăрлăхне кĕмеллисене ЧР Пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинче, муниципаллă тытăмлăхсен харпăрлăхне кĕмеллисене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче регистрацилеççĕ. Харпăрлăх правине çĕр лаптăкне патшалăх кадастрне кĕртнĕ хыççăн çеç регистрацилеççĕ.

Район администрацийĕн çĕр йĕркелÿ ĕçĕсене тата çĕрсене кадастрта шута илессине вăйлатма, харпăрлăх правине регистрацилеме кирлĕ документсен пакетне туса хатĕрлемелле. Çак мероприятисем валли кирлĕ укçа-тенке вырăнти бюджетсенче пăхса хăвармалла.

Хăй тытăмлăх органĕсене çакна асăрхаттарасшăн: чикĕленĕ чухне çĕр участокĕсене хуçи илмен çĕр пайĕсенчен е вилнĕ çынсен еткерçисем харпăрлăх правине çирĕплетмен çĕр пайĕсенчен йĕркелемелле. Ял тăрăхĕсен çав çĕр лаптăкĕсене муниципаллă харпăрлăха суд урлă та илме май пур. Вĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртсе хушма тупăш илмелле.

– Çĕр лаптăкĕн харпăрлăх правине регистрациличчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2007 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен çĕрсене те, куçман пурлăха та инвентаризацилемелле. Мĕн парĕ-ха инвентаризаци?

– Инвентаризаци результачĕсене кăтартусен пĕрлехи автоматизациленĕ базине кĕртеççĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен инвентаризаци валли те укçа уйăрмалла. Инвентаризаци тĕллевĕ – шута илмен çĕр лаптăкĕсене тупса кадастра кĕртесси. Çĕнĕ кăтартусем çуккипех ял тăрăхĕсем çĕрпе тата куçман пурлăхпа усă курнинчен тупăш илеймеççĕ. Ял тăрăх администрацийĕсен ятарлă план туса инвентаризацие 2007 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.

Район администрацийĕн Патăрьелĕнчи техникăллă инвентаризаци бюровĕн архивне инвентаризацилемелле, кăтартусене электронламалла. Патăрьелĕнчи БТИ архивĕнче районти тĕрлĕ харпăрлăхри 19 пин ытла куçман пурлăх объекчĕ шутланать. Капиталлă строительство объекчĕсене талккишпех инвентаризацилемелле. Ял хуçалăхĕнче усă куракан пайсен çĕрĕсене те кадастр шутне кĕртсе пĕтермелле.

– Юлашки вăхăтра “дача амнистийĕ” пирки нумай калаçаççĕ. Дача çурчĕсемпе çĕр лаптăкĕсене регистрацилессине çăмăллатни мĕнре палăрать? Вĕсем пирки пухнă кăтартусене те автоматизациленĕ системăна кĕртеççĕ-и?

– Паллах. “Дача амнистийĕ” çинчен калакан Раççей саккунĕ çĕрпе куçман пурлăха шута илмелли пĕрлехи система тăвас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕпе, куçман пурлăх объекчĕпе усă курмалли правăна çăмăлрах меслетпе регистрацилеме пултараççĕ. Çĕр лаптăкĕпе усă курмалли правăна кирек мĕнле документпа та регистрацилеççĕ, вăл шутра – хуçалăх кĕнекинчен çырса илнипе те. Куçман пурлăх объектне регистрацилеме Деклараци çырмалла. Уйрăм çуртра пурăнакансен техника паспорчĕ кирлĕ.

Куçман пурлăх правине регистрацилемелли чи кирлĕ услови – çĕр лаптăкĕн кадастр планĕ. Чикĕлемелли ĕçе пурнăçлама ЧР Министрсен Кабинечĕ çирĕп хаксене йышăнупах палăртнă. Çавăнтах чикĕленĕ чухне тупăннă ытлашши çĕре те харпăрлăха илмелли йĕркене кăтартнă. Пĕр çĕр лаптăкне чикĕлесси 2000 тенкĕ, юнашар икĕ лаптăка чикĕлесси 1500 тенкĕ, виçĕ е ытларах лаптăка чикĕлесси 1000 тенкĕ тăрать. Граждансен çĕр лаптăкĕпе куçман пурлăх объекчĕн харпăрлăх правине регистрацилемелли госпошлинăна 500 тенкĕрен 100 тенке хăварнă.

– Патăрьел районĕнче куçман пурлăх кадастрне тунинчен мĕн кĕтмелле?

– Чи малтанах, районăн пур кăтартусемлĕ куçман пурлăхăн пĕр пĕтĕм кадастр системи пулать. Çĕр лаптăкĕпе ун çинче вырнаçнă куçман пурлăх объектне пĕрлештереççĕ. Граждансем тата юридици сăпачĕсем çĕр лаптăкĕсен, куçман пурлăх объекчĕсен кăтартăвĕсемпе усă курма пултараççĕ. Çĕр, куçман пурлăх налукĕсем тивĕçлипе тата тĕрĕс пулĕç. Ку вара бюджетсен тупăш пайне пуянлатĕ. Çĕр лаптăкĕсемпе, куçман пурлăх объекчĕсемпе хуçалăх çаврăнăшĕнче лайăхрах усă курĕç. Çаксем вара Патăрьел районĕн инвестициллĕ илĕртÿлĕхне хăпартма пулăшĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 февраля 2007
00:00
Поделиться