Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çинчи тимлĕхшĕн

Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те водителĕн çул çинче çав тери тимлĕ пулмалла. Кĕтмен инкек-синкек, хуйхă, куççуль йăлтах вĕсенчен килет. Иртнĕ çул районта 45 автоавари пулнă, 17 çын вилнĕ, 44-шĕ аманнă. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, çул çинчи аварисен шучĕ 8, инкекре вилнисен шучĕ 11 факт ытларах.

Водительсене тăтăшах асăрхаттарса тăратпăр пулин те çав-çавах руль умне ÿсĕрле ларакансем пур-ха. Пĕлтĕр çакнашкал сăлтавпа çул çинче ултă авари пулнă. Вĕсенче пилĕк çын аманнă, иккĕшĕ вара йывăр сурансене пула ĕмĕрлĕх куçне хупнă.

Акă, сăмахран, 2006 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнче каçхине 18 сехетсенче Патăрьелĕнчи Советсен урамĕнче çак ялти Г. Жидков водитель руль умне ÿсĕр ларнăскер, Ишекре пурăнакан Л. Каруева çуран пыракан çын çине кĕрсе кайнă. Аманнăскерне тÿрех Патăрьелĕнчи тĕп больницăна леçнĕ. Çакă, паллах, чăн малтан водитель явапсăрлăхне кăтартса парать. Юрать-ха инкекĕ синкерлĕ вĕçленмен.

Район центрĕ çумĕпе аслă çул иртсе кайнине пула чылай чухне ют область е хула автотранспорчĕсем çул-йĕр правилисене пăсни, аварисем туни те пулать. Декабрĕн 30-мĕшĕнче, акă Тутар республикинчи Пăва районĕнчен килекен жигули хуçи руль управленине пăхăнайманран хирĕçле килекен машина çулĕ çине тухнă та тепĕр жигулипе пырса çапăннă. Водитель те, пассажирсем те авари пулнă вырăнтах вилнĕ. Руль умне ларакан çынсен ял варрипе иртекен çулсем çинче те питĕ тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. Шăнкăртамра пурăнакан Р. Салахутдинов автомашинăпа ялпа пынă хушăрах чутах пысăк инкек куман. Водитель çуран пыракан Н. Назиров пĕрремĕш класс ачи çине пырса кĕнĕ. Çăмăлах мар диагнозпа шкул ачине больницăна вырнаçтарнă.

Çулталăк тăрăшшĕпе пулнă çакнашкал тĕслĕхсене тата та илсе кăтартма пулать. Çавăнпа та водитель хăйĕн умĕнчи хăрушлăха курсанах, асăрхасанах çийĕнчех хăвăртлăха чакармалла. Кирлĕ васкавлă мерăсем йышăнмалла, аваринчен, инкекрен сыхланмалла.

Хальхи вăхăтра, паллах, çул çинчи куçăм питĕ вăйлă. Автомашинăсем те йышлă. Кăçалхи январьĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх автоинспекцийĕнче 8086 транспорт единици шутра. Автомототранспортăн çурри çеç патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Хăшĕ-пĕри çул çине тухма юрăхсăр техникăпах унталла та кунталла чупаççĕ. Çавăнпа та йĕркене пăхăнса кашни тĕрлĕ техникăнах тĕрĕслев витĕр кăлармалла.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 февраля 2007
00:00
Поделиться