Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсенче

Нăрваш Шăхаль

Ял тăрăхĕнчи бюджет учрежденийĕсен руководителĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - вырăнсенче çамрăксен политикине пысăк тимлĕх уйăрасси. Канашлура кун пирки шкул, культура, сывлăха сыхлавĕн учрежденийĕсен те çине тăрсах ĕçлемелли пирки каланă.

Паянхи ял çамрăкĕсен проблеми, вĕсен канăвне мĕнле йĕркелес тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе февраль пуçламăшĕнче вĕсемпе тĕл пулу йĕркелеме палăртнă.

Канашлурах Нăрваш Шăхалĕнче краеведени музейĕ уçас, ялсенче пушар хăрушлăхĕн йĕркисене пăхăнас, çулсене юртан вăхăтра тасатса тăрас тата ытти кирлĕ ыйтусене те çивĕчлетнĕ.

Патăрьел.

Ватă çынсем пурăнакан "Ветеран" çуртĕнче пушар тухни çинчен калакан сигналпа вĕрентỹ-тренировка иртнĕ. Çак çуртра хỹтлĕх тупнă ватăсене инкек-синкекре çухалса каймасăр тĕрĕс йышăну тума пушар хуралĕн, медицина, газ службисен, райадминистрацин гражданла хỹтĕлев пайĕн, халăхăн социаллă тивĕçтерỹ центрĕн работникĕсем вĕрентнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, инструкторсем те, ватăсем те умма лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Çапах та вут-кăварпа çыхăннă инкекрен асăрханмаллах.

Хирти Пикшик. Иртнĕ вырсарникун ял тăрăхĕн территорине кĕрекен пилĕк ял спортсменĕсем хушшинче волейболла выляссипе туслă тĕл пулусем иртнĕ. Ăна Хирти Пикшикри вăтам шкулта йĕркеленĕ. Ял çыннисем, учительсем, шкул ачисем (пурĕ çичĕ команда) черетлесе вăйă площадкине ăмăртма тухнă. Хĕрỹ тупăшура Хирти Пикшикри вăтам шкулти учительсен команди пĕрремĕш, Именкасси ял çыннисем иккĕмĕш, Хирти Пикшикри ял çамрăкĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Р.Камальдинов - "Чи лайăх вылякан", И.Гладков - "Чи лайăх хỹтĕлекен" номинацисен çĕнтерỹçисем.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
31 января 2007
00:00
Поделиться