Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тивĕçлĕ ăру çитĕнтересси_ хĕрарăм тивĕçĕ

Шупашкарта Чăваш Енри хĕрарăмсен XXIV съезчĕ пулнăранпа самаях вăхăт иртрĕ. Унта эпир районтан саккăрăн: Ольга Гусарова, Надежда Маллина, Любовь Кузнецова, Фаина Майорова, Надежда Надина, Дильбер Гайнуллина, Людмила Юркина тата çак йĕркесен авторĕ хутшăнтăмăр.

Кунта ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçи Э.Аблякимов республикăри хĕрарăмсен чи пысăк форумĕ ĕçлеме пуçланă ятпа республика Президенчĕ Н.Федоров янă салам сăмахĕсене вуласа пачĕ.

 Чăваш Ен хĕрарăмĕсен республика аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртса Н.Федоров Президент хĕрарăмсене "Чăваш Республикин ылтăн фончĕ" тесе хакланă. Çакă питĕ пысăк танлаштару вĕт. Чăннипех те республикăра пуçаруллă, маттур хĕрарăмсем йышлă. Çакна республикăри хĕрарăмсен канашĕн председателĕ С.Тимофеева туса панă докладран та курăнчĕ. Вăл хуласемпе районсенчи хĕр-арăмсен канашĕсен пĕл-терĕшлĕ, курăмлă çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Тухса калаçакансенчен Канаш районĕнчи Катекрен килнĕ О.Егорова сăмахĕсем пире уйрăмах килĕшрĕç. "Çăмăллăхлă 300 пин тенкĕ кредит илсе вите турăмăр, выльăх-чĕрлĕх туянтăмăр, трактор-машина туянтăмăр. Çапла алă-ура çавăрса ярса хĕр валли хваттер илтĕмĕр. Халĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесшĕн. Ача çулталăкĕнче хĕр ачапа ар çын ача усрава илме ĕмĕтленетпĕр", - терĕ вăл. Ун сăмахнех ача амăшĕ-героиня А.Суворова малалла тăсрĕ: "Кашни ачанах çемьере ỹсме право пур,- терĕ вăл.

- Эпир хамăр 3 пепкене кун çути кăтартнисĕр пуçне тата 15 усрава илтĕмĕр. Халĕ эпĕ 18 ача амăшĕ тата 9 мăнук пур манăн. Пепкемĕрсене пурнăç çулĕ çине кăларса пĕтерсен, тем, тунсăх пусса илчĕ пире - тата 5 шăпăрлана çемьене илтĕмĕр. Пур ача та çемьере ỹстĕр, ашшĕ те, амăшĕ те пултăр унăн. Пĕрре çинче иккĕ ытлашши мар, иккĕ çумĕнче виççĕмĕш курăнмасть те". Çак тĕслĕхсемпе пирĕн, делегатсен, хамăр районти хĕрарăмсене паллаштарасах килчĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра Юхма Енре те сакăршар, вуншар ача çуратакансем йышлăччĕ. Юлашки çулсенче вара ялсенче пепкесен хисепĕ чаксах пырать. Ача-пăча шавĕ кĕрлесе тăнă шкулсенче те пĕр класра 25-30 ача мар, 10-15-ĕн çеç вĕренеççĕ. Иртнĕ çулта районĕпе те 357 ача çеç çуралнă. Ку хисеп ун умĕнхи çултинчен пĕчĕкрех. "Çĕнĕ кайăксен" йышĕ чакни чи малтан пире, хĕрарăмсене, пăшăрхантармалла. Тивĕçлĕ ăру çитĕнтересси ача амăшĕн тивĕçĕ-çке. Пирĕн йышлă çемьесем нумайрах пулччăр тесе тăрăшмалла. Йăха упраса хăварассишĕн, ăна малалла тăсассишĕн ăнтăлмалла. РФ Президенчĕ В.Путин иккĕмĕш е виççĕмĕш ача çуратакансене 250 пин парасси çинчен пĕлтерсен чылайăшĕ савăнчĕç. "Амăшĕсен капиталĕ" чăннипех те демографи лару-тăрăва лайăхлатма пулăшсан тем пекехчĕ. Тĕрлĕ пособисен виçисене те пысăклатма пăхнă-ха. Малтан палăртнă пекех, ачасене садике çỹретнĕ чухне курнă тăкаксемшĕн те ашшĕ-амăшне пособи тỹлĕç. Апла çамрăк çемьесен шухăшласа пăхмаллах. 250 пин сахал укçа мар. Унран 13 процент налук тытса юлмĕç тата ăна инфляци шайне кура индексацилĕç. Ку 250 пин тенкĕлĕх сертификата пепке 3 çула çитсен çеç усă курма юрать. Çак укçана тĕлли-паллисĕр сапалама ирĕк памаççĕ. Анчах уншăн пăшăрханма кирлĕ мар, пурпĕр çемьене кĕрет. 2007 çул _ Ача çулталăкĕ. Пирĕн район республикăра кирек хăш енĕпе те малтисен ретĕнче пулма хăнăхнă. Юхма Енри хастар та маттур хĕрарăмсем ача çуратассипе те ырă тĕслĕх кăтартасса шанас килет. Епле пулсан та аиста хамăр тăрăха илентересчĕ. Пире вăл нумай-нумай "Çĕнĕ кайăк" парнелетĕр. Ача амăшĕсене вара çапла сĕнес килет: çуратăр ывăл, çуратăр хĕр. Ача-пăча вăл пурнăç илемĕ, çĕр-шыв тĕрекĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 января 2007
00:00
Поделиться