Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пуç таймалăх та, тав тумалăх та пур

 

Кĕçĕн класра чухне пурте "Ỹссен эсĕ кам пулан?" ятпа сочинени çырнине ас тăваççĕ пулĕ. Ача-пăча ĕмĕчĕ йĕвенсĕр те, тилхепесĕр те вĕт. Кам вырăнĕнче çеç курмасчĕç-ши хăйсене телейлĕ ачасем? Пĕри тухтăр, тепри конструктор, виççĕмĕшĕ инженер тата ытти те. Çирĕпленсе çитмен ăспах эпĕ учитель пулма ĕмĕтленеттĕм. Кĕçĕн классенче тĕвĕленнĕ шухăшăм аслă классенче пушшех те çирĕпленчĕ. "Ниçта та мар, физикăпа математика учителĕ пулма вĕренме каятăп", - çирĕппĕн шухăшларăм алла аттестат илнĕ хыççăн. Туçари вăтам шкултан 1977 çулта 10-мĕш "а" класран вĕренсе тухнисем 12-ĕн аслă шкулсене кĕчĕç. Вăл вăхăтра çакă питĕ ырă тĕслĕх! Вĕсенчен çурри вара ман специальноçах суйласа илчĕç. Ку та питĕ кăтартуллă. Пире çакнашкал çăмăл мар наукăна юратма, хисеплеме вĕрентекенĕ - Александр Николаевич Салмин. Ăна 60 çул тултарнă ятпа салам сăмахĕ янă май, эпир ун умĕнче паянхи кун та пуç таятпăр, çын пулма çул кăтартнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр. Ун чухнех вăл пире чи кăтартуллă та пуян вĕрентỹ методикипе усă куратчĕ, физпрактикумсем йĕркелетчĕ, зачет системипе пĕлĕве тĕрĕслетчĕ тата ытти те.

Александр Николаевичăн ĕç биографийĕ те пуян. Çар хĕсметĕнче пиçĕхнĕ хыççăн вăл Шупашкарти тата Мускаври аслă шкулсене черетпе физикăпа математика факультечĕсенчен куçăмсăр майпа вĕренсе учитель квалификацине илнĕ, çамрăк специалист Туçари вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Нумай вăхăт иртмесĕрех унăн хастарлăхĕпе пултарулăхне кура Кивĕ Ахпỹртри сакăр çул вĕренмелли шкул директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Сакăр çул тимленĕ вăл пысăк яваплă ĕçре. Пĕр тапхăр каллех хăйĕн специальноçĕпе ĕçленĕ хыççăн ăна 1992-2003 çулсенче çĕнĕрен Кивĕ Ахпỹрт шкул ертỹçине шаннă. Паян та тăван ялти шкултах тăрăшать вăл, ачасене физика предмечĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать.

Педагогика ĕçĕнче хĕрĕх çула яхăн тăрăшнă учителĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисем те, ăмăрту çĕнтерỹçин значокĕ те, çут ĕç отличникĕн значокĕ тата ытти те пур. Чи хакли те пахи вара ĕç ветеранĕшĕн _ вăл вĕрентнĕ выпускниксем аслă çул çине тăни.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 января 2007
00:00
Поделиться