Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Музее пулăшасчĕ

Район центрĕнчи "Çăкăр" музейĕнче халĕ В.Ялуков ĕçлет. Çĕнĕскер вăл. Ĕçе пуçăнни нумай вăхăт иртмерĕ пулин те хăш-пĕр улшăну тума пикенни куç умĕнчех. Район пуçлăхĕ, пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн ертỹçи пулăшнипе çурта газ кĕртнĕ. Тул енчен сăрланă. Пушартан хирĕçле мероприятисене пурнăçланă. Урайне линолеум сарма пикеннĕ. Çакă çеç çителĕксĕр. Музее халăх пулăшăвĕ кирлĕ. Перекет банкĕн уйрăмĕнче счет уçни те вырăнлă пулĕччĕ. Унта спонсорсем, предпринимательсем, пенсионерсем, çамрăксем, организацисем укçа хывма пултарĕччĕç. Эпĕ музей никĕсне хунă вăхăтра пулăшу кỹнĕччĕ. Ун çинчен "Авангард" хаçатра çырнăччĕ. Ку хутĕнче хам çырнă кĕнекесене парнелерĕм. Вак-тĕвек пулăшăвах кирлĕ. Музее курма килекенсем урана хывмаççĕ. Çиелтен тапочки е бахила тăхăнса кĕрсен аван. 10-15 мăшăра килте çĕлесе те пама пултараççĕ. Музей хапхине сăрламалла. Тытăнсан, халăх ту купалать, кỹлĕ алтать, теççĕ. Ыр кăмăллисем пурах. Сăкăтран, акă, усă курма юрăхлă суха пуç панă. Пыл хурчĕсен вĕлли, ал арманĕ, мул, тупра таранах курма пулать музейра.

Район центрĕ - ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Перекет банкне, почтампта, çар комиссариатне, больницăна кỹршĕ районсенчен килсе çỹреççĕ. Музей та çавах пултăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 января 2007
00:00
Поделиться