Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă улшăну патне- пĕрлехи вăйпа

 Райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов малтанах ЧР Патшалăх Канашĕн тăваттăмĕш созыври виççĕмĕш сессийĕнче Республика Президенчĕ тухса каланă Çырупа кĕскен паллаштарнă. Малашне кашни ертỹçĕ, ял тăрăх пуçлăхĕ ăна ăша хывса ĕçлемелле. Малалла вăл Тутарстан Республикинчи Апастово районĕнчи ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕ, кунти социаллă-экономикăллă лару-тăру, унта кайса килнĕ ĕçлĕ çул çỹревĕ пирки каласа панă, паха опыта вĕренме кỹршĕсем патне çитме сĕннĕ.

Ку таранччен районта хутмалли сезонра çивĕч ыйтусем пулман, район çут çанталăк газĕшĕн вăхăтра татăлса пырать. Çапах та Николай Иванович коммуналлă çăмăллăхсемшĕн халăхпа та, предприятисемпе те ку ыйтăва кĕске тапхăрта татса памаллине çивĕчлетнĕ. Кирлĕ пулсан çак ĕçе суд органне те явăçтармалла.

Чăн-чăн хĕл кунĕсем каярах юлса çитеççĕ пулин те, çул-йĕре юртан тасатас тĕлĕшпе ДРСУ служби графикпах, ăнăçлă ĕçлет. Планеркăра малашне те ăна çирĕп пăхăнса ĕçлемеллине каланă.

Канашлура районти тĕп больница врачĕ Н.Тинюков пирĕн тăрăхра ОРВИ тата грипп чирĕсемпе чирлесси мĕнле шайра пулни пирки хыпарланă. Хальлĕхе ку тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх çук. Çапах та вăл çак чирсем февраль-март уйăхĕсенче массăллă сарăлма пултарасси пирки асăрхаттарнă.

Районта "Рынок" тата "Иностранец" операцисем малалла пыраççĕ, çавна май планеркăра "Юхма" рынока, ял тăрăхĕсенчи ытти суту-илỹ вырăнĕсене пур енĕпе те кирлĕ пек йĕркене кĕртесси пирки асăрхаттарнă. Сăмахран, Турхан тата Первомайск ялĕсенче суту-илỹ вырăнĕсенче санитари нормисене пăхăнман тĕслĕхсем те тупса палăртнă.

Иртнĕ эрнере Кзыл Чишма, Туçа, Шăхач, Ыхра Çырми, Сăкăт ял тăрăхĕсенче профилактика кунĕ пулнă. Планеркăра унăн итогĕсемпе те паллашнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 января 2007
00:00
Поделиться