Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă поэтăмăра чысласа

Шупашкарти Чăваш патшалăх культура тата искусствăсен институчĕ умĕнчи лапамра, Чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн палăкĕ умĕнче, савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта мухтавлă поэтăмăра пуç тайма патшалăх влаçĕн органĕсен çыннисем, пултарулăх тата ăслăлăх интеллигенцийĕ, журналистсем, писательсем, вĕренекенсем хутшăнчĕç. Митинга Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен Союзĕн правленийĕн председателĕ В.Туркай уçрĕ.

Вăл 100 çул каялла Чăваш çĕр-шывне килнĕ гений пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Петĕр Хусанкай ячĕ вилĕмсĕр пулнине палăртрĕ. Иртнĕ çул ун ячĕпе палăк уçнине пĕлтерчĕ. Юбиляра чысласа республикăра иртекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Ятарлă делегаци Петĕр Хусанкай çуралнă Тутарстанри Сиктĕрмене çитсе килнине каларĕ. Унта та аслăран та аслă поэтăмăр ячĕпе тĕрлĕ мероприяти иртнине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн сăмах илнĕ Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ В.Мидуков, республикăри Культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин, архив ĕçĕн министрĕн çумĕ М.Краснов, вĕрентÿ министрĕн çумĕ С.Петрова чăваш культурине тĕнчене сарнă Петĕр Хусанкайăн манăçа тухман сăввисене аса илсе сăмах каларĕç. Çĕр-шывра, ун тулашĕнче йĕркеленĕ наципе культура ушкăнĕсем поэта халалласа ирттерекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕç. Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Петрова Сиктĕрме улми-çырлине çисе сиксе ÿснĕ Петĕр Хусанкай чăваш ятне çÿле çĕкленине палăртрĕ. Г.Волков академик чунтан-вартан тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Архипов Петĕр Хусанкай ывăлĕ Атнер Петрович тăрăшнипе йĕркеленнĕ наци конгресĕ 15 çул тултарнине паллă тăвасшăн пулнине пĕлтерчĕ. Республикăри гуманитари наукисен институчĕн директорĕ В.Григорьев Хусанкай пултарулăхĕ пире малашне те çунат парса тăрасса шантарчĕ. Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Р.Сарпи поэтесса хăй çырнă сăввине вуларĕ. Хусанкай ывăлĕ Атнер Петрович республика ертÿçисене, митинга хутшăнакансене, ашшĕн ĕçне малалла тăсакансене çемйи ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ.

Хусанкай поэзийĕ вилĕмсĕр. Унăн пин-пин сăвви халăхра упранать. Хăш-пĕрне шкул ачисем пăхмасăр вĕренеççĕ. Митингра та чылайăшĕ янăрарĕ. Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра вĕренекенсем вĕсене пăхмасăр вуларĕç. Апла пулсан Хусанкай пурăннă, пур, пурăнать. Петр Петрович тăван чĕлхене упрама вĕрентни вырăнлах пулчĕ. Хальхи чăваш ачисем тĕнче шайĕнче те курăмлă. Вĕсем шкултах 3-4 чĕлхене алла илеççĕ.

Митинг Петĕр Хусанкая халалланă мероприятисен пуçламăшĕ çеç-ха. Малалла ăслăлăх-практика конференцийĕсем, чăваш композиторĕсем поэт сăввисемпе ăсталанă произведенийĕсен концерчĕсем пулĕç. Районта та тăван поэзи Аптраманĕпе çыхăннă мероприятисем çине-çинех иртеççĕ. Вĕсене ача-пăча, ватти-вĕтти, çитĕнни те хутшăнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 января 2007
00:00
Поделиться