Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕрĕн хуçи пулмаллах

“Новая сила” хуçалăх колхозникĕсем ĕçлесе кăтартайман “Имар” тулли мар яваплă çĕр ĕç фирминчен хăйĕн çĕр пайĕсене илсе “Труд” хуçалăхпа нумай енлĕ килĕшÿ туса ĕçлеме пуçланăранпа самаях вăхăт иртрĕ. Кун пирки “Авангард” хаçатра пĕрре мар çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ. Сухаланман, акăнман, пиçен, вĕлтĕрен, куршанак кашласа ларнă çĕр çинче халĕ сарă тулă, урпа тата ытти культурăсем акса-лартса тăваççĕ.

Кĕçĕн Арапуçпа Именкасси ялĕсенчи çĕр-аннемĕр куçне уçрĕ, кăмăлне ылмаштарчĕ, пысăк тухăç пама пуçларĕ. Эпир коллективлă хуçалăхра ĕçлесе пиçĕхнĕ çынсем çакăншăн питĕ савăнатпăр, мĕншĕн тесен патшалăх та, хамăр та унтан пысăк тухăç илес тесе мĕн чухлĕ вăй хуман-ши;

Манăн пурнăçăм хулапа çыхăнман, çуралса ÿссе çак çула çитичченех çĕр çинче ĕçлеме тивнĕ, шăпана унпа çыхăнтарнă. Çавăнпа та çĕре эпĕ çын организмĕпех танлаштаратăп. Çур аки вăхăтĕнче ăна ывăçăн-ывăçăн алла илсе ун çине мĕн чухлĕ тишкерсе пăхман-ши; Унпа килĕштерсе, ăна пăхса тăрсан çеç вăл пирĕн пуянлăх-çке!

Шел, çакна халĕ пур хуçалăх ертÿçи те ăнланмасть, специалисчĕсем те çĕрпе килĕштерсе ĕçлени сисĕнмест.

“Труд” хуçалăх ертÿçи Н.Михайлов, унăн специалисчĕсем, бригадирĕсем вара çĕрпе тимлĕ пулнăран, ăна юратса пăхнăран кашни çулах тухăçлă тыр-пул, çĕр улми, выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлеççĕ. Хуçалăх районта çеç мар, республикăра та кăтартуллă вырăн йышăнать. Пирĕнпе çĕр пайĕсемшĕн те вăхăтра татăлать. Çакăнпа халăх кăмăллă.

Хуçалăх пăтраннă вăхăтра ялсенчи пухусенче хăшĕ-пĕри трибуна çинчен те, залран та “Труд” хуçалăх панкрута тухать, пĕтнĕ вăл, мĕншĕн çĕр пайĕсене унта памалла тесе кăшкăрчĕ. Ун пеккисем халь мĕн шутлаççĕ-ши; Мухтав Турра, пурнăçа ăнланакансем халăха тĕрĕс çул çине илсе тухма пултарчĕç. Кашни илĕртекен, улталакан, шантаракан çын хыççăн каймалла маррине вăхăтра ăнланман пулсан нимсĕр тăрса юлаттăмăр. Ваттисем ĕлĕкех вăл е ку ĕçе тума пикениччен пуç тавра тĕплĕн шухăшлама, ырă çынсенчен ăс ыйтма хушнă. Çакна яланах асра тытса пурăнар.

Иртнĕ çулта “Труд” хуçалăх ертÿçи Н.Михайлов кашни ялтах бригадăсем тăвасси, пĕрер техника уйăрасси пирки сăмах хускатнăччĕ. Халăх çакăнпа кăмăллă пулчĕ. Чăнах та ĕçлес текеншĕн яланах ĕç тупăнать. Акă, В.Краснов, И.Краснов, Ю.Корнилов, П.Николаев кашни çулах акнă çĕрте ĕçлеççĕ, тÿлевĕ те начар мар. Асăннă юлташсене “Труд” хуçалăх ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне чĕнсе илчĕ, хаклă парнесемпе чысларĕ..

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăларнă Указпа килĕшÿллĕн çĕрсене виçес ĕç пырать. Ăна республикăри хуçасăр выртакан çĕрсене шута илес тĕллевпе тăваççĕ. Пирĕн çĕр пайĕсене “Труд” хуçалăх хăй укçи-тенкипех виçтерет, пиртен пĕр пус та илмест.

Çакă каллех хăш-пĕр ертÿçĕсене килĕшмест. Те тавра курăмĕ пĕчĕккине пула, те хăйсем тулли мар яваплă пĕрлешÿ йĕркелес тĕллевпе “Труд” хуçалăх пайсене виçтерессипе ĕçлемест тесе суя сас-хура сараççĕ. Çынсене тĕрĕс ăнлантармалла, вĕсене улталани çитет! Кĕçĕн Арапуçпа Именкасси халăхĕ капла та ООО туса нимсĕр тăрса юлса курчĕ.

ООО тумалла пулсан ку ыйтăва халăхпа килĕшсе сÿтсе явмалла. Пухусенче организаци Уставне, учредительсем камсем иккенне, шалти ĕç кунĕн правилисен положенине, ĕçре сусăрланасран пăхăнмалли мероприятисене тата ĕçлекен çынсемпе килĕшÿпе ĕçлесси пирки сÿтсе явса йышăну кăлармалла. Килĕшÿ туса ĕçлемесен халăхсен ĕç стажĕ те çухалать, ĕçлекен çынна тÿлемесен те çак организацирен шыраса илеймест. Çак асăннă условисене тĕрĕс пурнăçласа пырсан çеç тулли мар яваплă организаци лайăх ĕçлеме пултарать. Ун пеккисем районта пур. Çак организацинчи учредительсем паллах çĕр пайĕпе, хамăр çынсем пулмалла. Аякран пуçтарнă çынсем халăхшăн ĕçлемĕç, пурлăхĕ те икĕ-виçĕ çын валли çеç пулĕ. Директорне те ятарласа çирĕплетмелле.

Халăхсене çĕр пани патшалăх енчен хуçалăхсене чăнах та çăмăллăх пачĕ. Халĕ кашни ĕçлеме пултаракан çемьен çĕр пур. Ун çинче продукци туса илсе сутсан самаях кĕмĕл кĕрет, çемье тăкакне саплаштарать. Çапах та пусă çаврăнăшне улăштарсах тăмалла, мĕншĕн тесен ялан пĕр культура акни тăпран пуласлăхне чакарать. Çĕр лаптăкĕсене çум-курăкран çийĕнчех тасатса тăрсан, минераллă удобренипе апатлантарсан тухăçа ÿстерме пулать. Çĕрĕн чăн-чăн хуçин çапла тумалла та.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 января 2007
00:00
Поделиться