Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çулти ĕмĕчĕсем

Январĕн 25-мĕшĕ православи календарĕпе асап тÿссе вилнĕ Татьяна кунĕ. Чылай христиансем пекех вăл Христос тĕнне хÿтĕлесе хăйĕн пурнăçне татнă. Раççейре вара ăна студентсем хăйсен кунĕ тесе паллă тăваççĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха вăл; 1755 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Еливавета Петровна императрица Иван Иванович Шувалов граф Мускавра университетпа гимнази пуçарса яни пирки хатĕрленĕ указа алă пуснă. Шувалов граф çийĕнчех хăйĕн Татьяна Ростиславская матушкăна Ангел кунĕ ячĕпе саламланă. Çакăн хыççăн студентсем вĕренекен университет храмĕ те Татьяна ячĕпе пулнă.

Татьяна – грек чĕлхинчен вырăсла куçарсан “устроительница” е чăвашла “ĕçе йĕркелекен, организатор” пĕлтерĕшлĕ. Редакци кĕрекинче паян виçĕ параташ – (ячĕпе ашшĕ ячĕ пĕр пулсан çапла калаççĕ) – Татьяна Ильиничнăсем. Пирĕн хаçат сотрудникĕ çĕнĕ çулти вĕсен шухăш-кăмăлĕсене ыйтса пĕлнĕ.

Татьяна Ильинична Табакова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ют чĕлхе учителĕ:

– Кирек хăш çынра та унăн тÿрĕ чунлăхне, ĕçченлĕхне, мал ĕмĕтлĕ пулнине кăмăллатăп. Педагог ĕçĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла, 33 çул! Чулхулари аслă шкултан вĕренсе тухсанах кÿлĕннĕ çак ĕçе. Мăшăрăмпа ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтертĕмĕр, иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ.

Эпĕ мĕн çамрăкранпах обществăлла ĕçсенчен нихăçан та айккинче тăман. Астăватăп, çамрăк специалист пулса яла ĕçлеме килсенех Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн членне суйларĕç. Ун хыççăн вара районта кашни суйлаврах манăн тивлетĕм пур. Юлашки çулсенче, акă, тăтăшах районти территори суйлав комиссийĕн председателĕнче. Çывхарса килекен суйлава ирттерме хальхинче те çак тивĕçе ман çине хучĕç. Шанăçа тÿрре çеç кăларасчĕ ĕнтĕ.

Çĕнĕ çулта пурнăçра та, ĕçре те, çемьере те ырă та кăмăллă улшăнусем кĕтетĕп.

Пушă вăхăтра çĕнĕ литературăпа паллашма, кăмăл пур чухне тутлă кукăль пĕçерме юрататăп.

Татьяна Ильинична Казначей, архив ĕçĕсемпе тимлекен тĕп специалист:

– 2007 çул – манăн çулталăк тесе калас килет. Сысна çулĕнче çуралнă эпĕ. Çавăнпа та çĕнĕ çулта, çак выльăха пăхсан, нумай чакаланма, ĕçлеме, тар тăкма тивĕ.

Брянск хулинче агроном специальноçне илнĕ хыççăн чĕрĕк ĕмĕрте тĕрлĕрен ĕçре вăй хума тиврĕ: экономист, художник-оформитель, вăрлăх инспекцийĕнче тĕрлĕ шайри специалист, районти тĕп агроном, Патăрьел ял пуçлăхĕ. 2004 çултанпа районти архив “арчинчи” хутсемпе те ĕçлеме хăнăхрăм.

Ĕçрен пушаннă вăхăтра çыхма, алă ĕç тума кăмăллатăп. Çимĕçсенчен пулăран хатĕрленĕ апата килĕш-теретĕп.

Татьяна Ильинична Такмакова, Патăрьелĕнчи тĕслĕх библиотекăн ача-пăча уйрăмĕн заведующийĕ:

– Çĕнĕ çулти тĕллевĕм-хамăрăн вулавăша ытларах та ытларах ачасене, кĕнеке тусĕсене, явăçтарасси. Çапла кăмăлтан ĕçлеме пирĕн мĕн пур услови пур. Çĕнĕ çулччен пĕчĕк шăпăрлансемшĕн, ыттисемшĕн те модельлĕ ача-пăча вулавăшне уçни те питĕ кăмăллă. Паян, сăмахран, вĕренекенсем чылайăшĕ пирĕн компьютер вăйĕпе усă курса рефератсем те, сочиненисем те çыраççĕ. Халĕ, акă, ачасемшĕн “Çĕнĕ çула – çĕнĕ кĕнекепе” фестиваль пырать. Мартăн 15-мĕшĕччен ачасем çĕнĕ кĕнекесемпе паллашса хăйсен шухăшĕсене пĕлтереççĕ. Çак тĕллевпе Шăнкăртамри, Первомайскинчи библиотекăсене 15-шер çĕнĕ кĕнеке валеçсе панă. Ют çĕршыври ача-пăча писателĕсен пултарулăхне çамрăк вулакансем еплерех хаклĕç-ши; Кун пирки тепĕр тапхăртан пĕтĕмлетÿ тăвăпăр.

Кĕнекепе, хаçат-журналпа туслă çын яланах пысăк тавра курăмлă, аслă, малашлăхлă. Çавăнпа та çĕнĕ çулта пирĕн тĕнчепе туслашакансем тата йышланĕç тетĕп.

Ирĕклĕ вăхăтăмра пÿ-лĕмри чечексемпе киленетĕп. Манăн цикламен çеç вун пĕр тĕспе çеçке çурать, фиалкăсем те çавăн чухлех. Вĕсене пăхса тăма ятарлă кĕнеке çырăнса илетĕп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 января 2007
00:00
Поделиться